Чи лайăххи пулма çăмăл мар, ырă ята упраса хăварасчĕ
"ШĂМĂРШĂ ялĕ - республикăра чи илемли" хыпарпа паллашрăм та хаçатра, çав тери савăнтăм, - çырать пирĕн редакцие Пăчăрлă Пашьелĕнче пурăнакан ĕç ветеранĕ В.Г.Шикин. - Республикăри сумлă конкурсра çĕнтерни - Шăмăршă ялĕшĕн кăна мар, пĕтĕм районшăн пысăк чыс". Валентин Григорьевич ĕлĕкрех Шăмăршăна "упа шăтăкĕ" тенине, кунта çамрăк специалистсем килесшĕн пулманнине аса илет. Пашьел-Чукал тăрăхĕ пирки вара каламалли те çук - çулсăр-йĕрсĕр ялсем çамрăк учительсемшĕн "каторга" вырăннех шутланнă. Çапла, юлашки çулсенче район сăн-сăпачĕ çĕнелсе илемленчĕ, ватă Шăмăршăна çамрăк сăн çапрĕ. "Пĕчĕк хула пекех", - теççĕ пирĕн район центрĕ пирки килен-каянсем. Çак илеме, тирпейлĕхе тăвас тесе район администрацийĕ, Шăмăршăри тĕрлĕ организацисемпе предприятисенче ĕçлекенсем çав тери нумай тăрăшрĕç. Район пуçлăхĕ В.П.Фадеев çĕршыври е чикĕ леш енчи хăш хулара е район центрĕнче пулсан та вĕсем тирпей-илем тăвас тĕлĕшпе мĕнле ĕçленине сăнать, ыррине, çĕннине хамăр патăрта пурнăçа кĕртме тăрăшать. Çапла майпа Шăмăршăра культурăпа кану паркĕ "çуралчĕ" (сăмах май, ку парк республика конкурсĕнче виççĕмĕш вырăн йышăннă), чечек клумбисем куçа илĕртме пуçларĕç. Шăмăршăри Космовский урамĕ вара (республика конкурсĕнче - иккĕмĕш вырăнта) пĕтĕм республикăшăн ырă тĕслĕх пулса тăчĕ. Районта "Йывăç ларт та ăна упра" ятпа çурхи-кĕрхи уйăхлăхсем хастар ĕçпе иртеççĕ. Çывăх вăхăтра каллех çĕршер çын тăван тавралăха йывăçсемпе тĕмсем лартса илемлетме тухĕ. Нумай çул ỹсекен чечексен çĕр-çĕр хунавне те, вăрлăхне те акса-лартса хăварĕç. Ырă ят çĕнсе илме çăмăл мар, анчах çак ята упраса хăварма тата та йывăртарах. Ним пытармалли те çук: пур çĕрте те тирпейлĕ тата илемлĕ пултăр тесе хальлĕхе пурне те тумастпăр-ха, нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсем çав-çавах çỹп-çаппа тислĕкрен тасалаймаççĕ, район центрĕнчи хăш-пĕр урамсенчи çулсем те лакăмлă-путăклă. Шăмăршăри автостанци таврашĕ - район центрĕн хапхи. Шел те, çак вырăн яланах кăмăла пăсать. Нивушлĕ çывăхри лавккасенче-кафесенче ĕçлекенсен вăйĕпе кашни кунах тирпей тума май çук-ши? Юлашки вăхăтра экологи субботникĕсем ирттерме те пăрахрăмăр, "Коммунальник" МУП тата ĕçпе тивĕçтерекен центр çине çеç шаннипе çỹп-çапран тасалаймăпăр. Тирпей-илем тума унчченхи пек пĕтĕм халăха, кашни предприятипе организацие çĕклесчĕ. Çак лайăх пуçарăва Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров та ырланăччĕ, пурне те Шăмăршăсенчен тĕслĕх илме сĕннĕччĕ. Ытти районсем, пиртен тĕслĕх илсе, экологи субботникĕсем ирттерме тытăнчĕç, ырă пуçару тăвакансем вара, тем сăлтавпа, лăплантăмăр. Район центрĕнче çеç мар, ялсенче те тирпей-илем тăвас тĕлĕшпе çанна тавăрсах ĕçлемелле. "Йывăç ларт та ăна упра" уйăхлăх пур çĕрте те çỹллĕ шайра ирттĕрччĕ, ишĕлекен çырма-çатрасем, çулсем хĕрринче вун-вун тĕп йывăçпа тĕм лартса чĕртесчĕ. Мĕн лартнине карта тытса пỹлесчĕ, пăхса тăма-сыхлама ятарлă çынсем çирĕплетесчĕ. Çитес çул Шăмăршă районне йĕркеленĕренпе 80 çул çитет. Атьăр-ха çак ятпа кашни ялтах аллея лартса хăварар, çак ĕçе ватти те, çамрăкки те хутшăнтăр тесе тăрăшар.