Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Валерий Сидорова асăнса - волейболистсен турнирĕ

Пайĕн çул-йĕрпе патруль службин аслă инспекторĕ В.Сидоров Чечняра служба тивĕçĕсене пурнăçланă чух пуç хунăранпа çулталăк иртрĕ. Унта вăл икĕ хутчен те командировкăра пулнă, юлашки хутĕнче Чăваш Ен милицийĕн Чечняна кайнă пĕрлехи отрячĕн командирĕн çумĕн тивĕçĕсене пурнăçланă. Валерий Николаевичăн килне таврăнма пурĕ те эрне ытларах çеç юлнă пулнă. Шел, боевик пульли ăна вилмеллех амантнă... Паттăрлăх нихăçан та манăçмасть. Унăн тăванĕсемпе çывăх юлташĕсем, пĕрле вăй хунă ĕçтешĕсем ăна нихăçан та манмĕç. В.Сидоров майорăн ятне ĕмĕрлĕхе сыхласа хăварас тĕлĕшпе район администрацийĕн вĕрентỹ, культура тата çамрăксен политикин пайĕ пуçарнипе кăçалтан ун ячĕпе хисепленекен кубока çĕнсе илессишĕн районти волейболистсен командисен турнирне йĕркелеме йышăннă. Вăл малашне кашни çулах иртĕ. Иртнĕ шăмат кун, сентябрĕн 16-мĕшĕнче, пĕрремĕш турнира пилĕк команда хутшăнчĕ. В.Сидоров ячĕллĕ куçса çỹрекен кубока "Агрофирма "Карлинская" ЗАО спортсменĕсем çĕнсе илчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче _ Шăмăршăри "Центр" тата районти шалти ĕçсен пайĕн командисем. Турнира хутшăннă кашни командах ятарлă парнесене _ спорт футболкисен комплек-чĕсене тивĕçрĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
20 сентября 2006
00:00
Поделиться