Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пуçланнă ĕçе вĕçлемеллех

ЧĂВАШ Республикин Президенчĕн "Чăваш Республикинче автомобиль çулĕсене тăвассине хăвăрт вĕçлес енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен" Указĕпе килĕшỹллĕн, Пăчăрлă Пашьел ял поселенийĕн территорийĕнче кăçал чылай ĕç пурнăçламалла. Чи пысăкки _ Асанкассинчи Киров урамĕпе (халăхра "Сахалин" теççĕ) Пăчăрлă Пашьелĕнчи Мичурин урамне çити хытă çул сарасси. Икĕ çухрăма тăсăлакан çула Шăмăршăри ДРСУн тумалла. Маларах ДРСУ Пăчăрлă Пашьелĕнчи К.Маркс урамĕнче 800 метр тăршшĕ çул çине чул сарнăччĕ. Асфальт сарма та шантарнăччĕ те... Шел, çумăрлă çанталăк пуçлансан Асанкасси - Пăчăрлă Пашьел çула тăвасси чарăнса ларнă. Ял çыннисем çав-çавах пылчăк ашаççĕ, ДРСУ çул туса парасса тỹсеймесĕр кĕтеççĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
20 сентября 2006
00:00
Поделиться