Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Нацисен кросне - пысăк йышпа

ШУПАШКАРТА _ Юрă уйĕнче тата Çĕнĕ Шупашкарти Тĕкĕрç катинче "Наци кросĕ - 2006" массăллă чупу старт илнĕ. Унта Шăмăршă районĕнчи спортсменсем те _ 100 çын хутшăннă. Районти виçĕ шкул _ Васан, Пăчăрлă Пашьел тата Кивĕ Чукал шкулĕсем тата район администрацийĕ чи лайăх çăмăл атлетсене тăратнă. Нацисен кросне физкультурăпа спорт енĕпе ĕçлекен федераллă агенство, "Спорта юратакан Раççей" Пĕтĕм Раççейри ирĕклĕ общество, Пĕтĕм Раççейри "Пĕрлĕхлĕ Раççей" политика партийĕ тата Пĕтĕм Раççейри çăмăл атлетсен Федерацийĕ пуçарнипе ирттернĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
20 сентября 2006
00:00
Поделиться