Культура событийĕсен республикăри марафонĕ
Кăçал пирĕн республикăра Чăваш Республикин Президенчĕн культура сферинчи гранчĕсене çĕнсе илессишĕн конкурс йĕркеленĕччĕ. Çак конкурса хутшăнса, пирĕн район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики тата культура пайĕн ĕçченĕсем "Дизайнерсен вăрманти кану вырăнĕ" тата "Килĕрен _ фольклор тусĕсем" ятпа 2 инноваци проекчĕ тăратнăччĕ. Итогсене пĕтĕмлетсен, Шăмăршăри Культура керменĕн 2 проекчĕ те призсене тивĕçни палăрчĕ (50-шар пин тенкĕ). Çĕнĕ Шупашкарпа Çĕмĕрле хулисен Культура керменĕсем те çĕнтерỹçĕсен шутне кĕнĕ. 2006 çулхи сентябрь-октябрь уйăхĕсенче Республикăри культура программисен дирекцийĕ Чăваш Республикинчи культура событийĕсен марафонне йĕркелет. Мероприятисем Çĕнĕ Шупашкарта, Çĕмĕрлере тата Шăмăршăра иртеççĕ. Çак кунсенче пирĕн корреспондент асăннă проектсен руководителĕпе, Шăмăршăри Культура керменĕн директорĕпе В.В.ПАВЛОВПА тĕл пулса калаçнă, ăна пирĕн район центрĕнче иртекен мероприятисем пирки каласа пама ыйтнă. _ Владимир Ва-лерьевич, Шăмăршăра йĕркелекен пĕрремĕш мероприяти хăçан уçăлать, унта камсем хутшăнаççĕ? _ Фольклор уявĕ сентябрĕн 29-мĕшĕнче 10 сехетре, Культура керменĕ умĕнчи тĕп плащадьре уçăлать. Мероприятие Çĕнĕ Шупашкарпа Çĕмĕрлери, республикăри ытти паллă художество пултарулăх коллективĕсем те килеççĕ. Вĕсене эпир автовокзал территорийĕнче питĕ сумлăн кĕтсе илĕпĕр. Кайран вара Космовский урамĕпе утса тĕп площаде пухăнатпăр, уяв программине пуçлатпăр. Хамăр района илсен, çак пысăк мероприятие Кивĕ Шăмăршăри, Виçпỹрт Шăмăршăри халăх фольклор, Васанти халăх музейĕ çумĕнчи ачасен халăх фольклор коллективĕсем, Карапай Шăмăршăри, Кивĕ Чукалти, Пуянкассинчи, Энтĕрьелĕнчи чăваш, Вырăс Чукалĕнчи вырăс, Ярăславпа Палтиелĕнчи ирçе, Патирекри тутар фольклор ушкăнĕсем хутшăнаççĕ. Васанти Культура çурчĕ çумĕнчи ташă ушкăнĕ халăха чăваш тата тутар халăх ташшисемпе савăнтарĕ, Васанти ĕç ветеранĕ Валентин Терентьев чăваш такмакĕсене шăрантарĕ. Уява килнисен Культура керменĕн фойинче муркашсен куçса çỹрекен выставкине те курма май пур. Унта тури чăвашсен хитре тĕрĕсемлĕ сурпанĕсене кăтартаççĕ. Çак кунах, 10 сехетре, кăмăл тăвакансем Карапай Шăмăршăра пирĕн Культура керменĕн проекчĕн электронлă версийĕпе паллашма пултараççĕ. _ Пирĕн районта йĕркелекен ытти мероприятисем çинчен каласа параймăр-ши? _ Культура керменĕнче октябрĕн 12-мĕшĕнче _ регионти фотоискусство фестивалĕ (14 сехетре), 26-мĕшĕнче _ республикăри романссемпе халăх юррисене юрлакан паллă юрăçсен концерчĕ (18 сехетре), 31-мĕшĕнче "Аваллăх лавки" ача-пăча представленийĕ (18 сехетре) пулать. Ача-пăча искусство шкулĕнче октябрĕн 14-мĕшĕнче _ "Чечексен кĕвви" фотохудожество куравне (14 сехетре), 18-мĕшĕнче _ ача-пăча творчествин Пĕтĕм тĕнчери тата Раççейри конкурссен çĕнтерỹçисен концертне (14 сехетре), 21- мĕшĕнче _ "Авалхи Атăл легендисем" музыкăпа театрализациленĕ представленине (14 сехетре) ирттереççĕ. Районти тĕп библиотекăра октябрĕн 27-мĕшĕнче "Чиркỹ патнелле каякан çул çвяттуйлăхпа тулнă" музыкăпа театрализаци представленине йĕркелеççĕ. Асăннă мероприятисен проекчĕсен авторĕсем _ республикăри тĕрлĕ учрежденисем. Район çыннисене Шăмăршăра иртекен мероприятисене килсе курма сĕнетпĕр.