Ыткăнчĕç урхамахсем уява кỹрсе илем
ЭХ, çанталăкĕ... Нихăçан та кĕтнĕ пек пулмасть вăл: тем чул хĕвел кирлĕ чухне упа сурчăкĕ пек çумăр пĕрĕхет, çурçĕр енчен кассăн-кассăн сивĕ çил вĕрсе çан-çурăма çỹçентерет. Мĕн калăн, кĕркунне! "Карчăк ăшши" текен ăшă та уяр кунсем те пулĕç-ха, паллах. Анчах иртнĕ шăмат кун кĕр хăй çитнине ытлашшипех систерчĕ. Çапах лаша спорчĕн чăн-чăн тусĕсене йĕпхỹ çумăр та, сивĕ çил те хăратаймарĕç. Ирпе тăхăр сехет тĕлне районти ипподрома шăмăршăсем çеç мар, чаткассем те, пашьелсем те, чукалсем те, карапайсем те, энтĕрьелсемпе палтиелсем те, ытти ялсенчен те йышлăн пуçтарăнчĕç. Ипподром территорине лайăх тирпейленĕ, курăка çулса пуçтарнă. Суту-илỹ ĕçченĕсем ир-ирех хăйсен палаткисене карчĕç, уява килекенсене техĕмлĕ шашлăкпа тата пылак чейпе хăналарĕç. Уявĕ вара, чăнах та, чаплă пулмалла: ăна Вăрман ĕçченĕсен кунĕпе хуçалăхсем вырма ĕçĕсене йĕркеллĕ вĕçленине халалланă-çке. Маттур хресченсене каярах та _ уй-хирти мĕнпур ĕçсене вĕçленĕ хыççăн та чыслĕç-ха, анчах урхамахсен ăмăртăвĕ кăçал юлашки хут иртет. Республикăри лаша спорчĕн федерацийĕн ертỹçи, Шăмăршă районĕн хисеплĕ гражданинĕ В.И.Максимов лаша спорчĕ аталантăр тесе пĕтĕм вăй-халне парать. Шăпах вăл тăрăшнипе ĕнтĕ таса ăратлă рысаксем çеç мар, хресченĕн ĕç лашисем те ăмăртăва хутшăнаççĕ, халăхăн ĕлĕкхи ырă йăли-йĕркисем çĕнĕрен вăй илеççĕ. Акă, халĕ те уяв официаллă уçăличчен хресченĕн кỹлнĕ лашисен ăмăртăвĕ пулчĕ. Лавлă лаша чупса мала тухни çеç сахал: урапа çинчисен юрламалла та, ĕлĕкхи вăйăсене те пĕлмелле, лашан кỹлмелли хатĕрĕсем енĕпе чăн-чăн специалист пулмалла. Çивĕч тупăшура Кивĕ Шăмăршăри Ельцовсен çемйи пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ, ятарлă кубок çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче _ Хайпăлари Карсаковсемпе Васанти Смаевсен çемйисем. Паллах, вĕсем те парнесĕр юлмарĕç. Акă, ипподрома хаклă хăнасем те килсе çитрĕç. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ М.А. Михайловский, республикăри гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру Тĕп управленийĕн пуçлăхĕ В.Н.Петьков, район пуçлăхĕ В.П.Фадеев, кỹршĕллĕ Патăрьел тата Елчĕк районĕсен пуçлăхĕсем Н.И.Глуховпа Н.П.Миллин, "Чăвашстрой" ООО генеральнăй директорĕ, пирĕн районти Пăчăрлă Пашьелĕнче çуралса ỹснĕ В.Ф.Ермолаев, Çĕмĕрле хулин пуçлăхĕ В.М.Садырга тата ыттисем те лаша спортне чунтан юратни курăнать. Уява килнисене район пуçлăхĕ В.П.Фадеев чĕререн саламларĕ, Вăрман ĕçченĕсене те, ял хуçалăхĕнче вăй хуракансене те çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу сунчĕ. Валерий Петрович вăрман хуçалăхĕнче чунтан тăрăшса ĕçлекенсен пĕр ушкăнне район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăларĕ. Ун хыççăн сăмах илнисем те _ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ М.А.Михайловский, Шăмăршă вăрман хуçалăхĕн директорĕ В.А.Петьков, "Чăвашстрой" ООО генеральнăй директорĕ В.Ф.Ермолаев тата ыттисем _ вăрман ĕçченĕсемпе ял çыннисене ырлăх-сывлăх, телей сунчĕç. Акă, гонг сасси янăранă хыççăн кỹмеллĕ урхамахсем старт илчĕç. Анат Чаткасри паллă конюх С.А.Морозовпа конюхра ĕçленĕ унăн ывăлĕсене халалланă чупăва тата Шăмăршă вăрман хуçалăхĕн призĕсемшĕн 20 рысак хутшăнчĕ. Кашниех малта пулассишĕн тăрăшрĕ пулин те, финала чи вăйлисем çеç тухма пултарчĕç. С.А.Морозов парнисемшĕн ирттернĕ ăмăртура Хорезм (И.Матвеев) пурне те хыçала хăварчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче _ Волшебник (Н.Пыркин) тата Аладин (Н.Концов). Çавăн пекех Гелиос (А.Краснов, Патăрьел районĕ) тата Палач (А.Каргин, Патăрьел) кăтартăвĕсем те начар мар. Вăрман хуçалăхĕн парнисемшĕн те ăмăрту хĕрỹ иртрĕ. Пĕрремĕш вырăна Е.Гришаева мастер-наездник тытса пыракан Влада урхамах тухрĕ. Хазар (В.Краснов, Шупашкарти лаша спорчĕн шкулĕ) тата Свинкс (Г.Кириллов, Канаш районĕ) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Капля (И.Матвеев) тата Форсунья (Н.Пыркин) урхамахсем те мала тухассишĕн тивĕçлипе тупăшрĕç. Юлан утçăсен ăмăртăвне 6 рысак хутшăнчĕ. Кунта Шупашкарти лаша спорчĕн шкулĕнчи Хлопотунья (А.Артемьев), Трюк (Т.Иванова) тата Эфиопия (Д.Иванов) малти виçĕ вырăна пайларĕç. Хресчен ĕç лашисен ăмăртăвĕнче чи маттуррисем çаксем пулчĕç: Изюм (Г.Кошкин, Патăрьел), Устойка (С.Сидоров, Ульяновск облаçĕ) тата Çил çунат (Н.Харитонов, Пуянкасси ялĕ). Молния (Г.Ельцов, Кивĕ Шăмăршă) тата Красотка (Е.Карсакова, Хайпăла) утсем те çил пек ыткăнчĕç. Тепĕр çул вĕсем те малтисен шутĕнче пуласса шанас килет. Çапах та районти лаша усракан ял çыннисем ăмăртусене хутшăнманнине те асăнса хăвармалла. Нивушлĕ малта пулас килмест-ши? Çĕнтерỹçĕсене хаклă парнесемпе чысларĕç. Ăмăрту спонсорĕсем _ Шăмăршă вăрман хуçалăхĕ (директорĕ В.А.Петьков), "Спецстройкоммуникация" ООО (В.И.Миронов) тата Çĕмĕрле хулин пуçлăхĕ В.М.Садырга _ лаша спортне юратнине тепĕр хут çирĕплетсе пачĕç. Уява чăваш эстрадин "çăлтăрĕсем" - Сергей Кувшинов, Алина Максимова тата Елена Кузьмина - ытарма çук илем кỹчĕç. Вĕсен юррисене уяв халăхĕ çав тери юратса йышăнчĕ. Хамăрăн ентеш Сергей Кувшинов артист ял ĕçченĕсен уявне те килме шантарчĕ. Тепĕр çулччен, Шăмăршă ипподромĕ! Çитес çул та кунта пире интереслĕ ăмăртусем, çĕнĕ рекордсем савăнтарĕç.