Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ĕмĕчĕсем пысăкчĕ, тăван халăха чĕререн юрататчĕ...

ПИТĔР хулинчен хурлăхлă хыпар çитрĕ _ Шăмăршă районĕнчи Асанкасси ялĕнче кун çути курнă ентешĕмĕр, биологи ăслăлăхĕсен докторĕ, ЧР ăслăлăхăн тава тивĕçлĕ деятелĕ Михаил Алексеевич Козлов вилсе кайнă. М.А.Козлов Ленинград патшалăх университечĕн биологи факультетне тата Раççей Ăслăлăхĕсен академийĕн Зоологи институчĕн аспирантурине пĕтернĕ. 1967 çулта _ кандидат диссертацине, 1984 çулта доктор диссертацине хỹтĕленĕ. Çак йĕркесен авторĕ паллă ăсчахпа юлашки хут 2004 çулхи чỹк уйăхĕнче тĕл пулнă. Ун чухне эпир _ ЧР культура министрĕн çумĕ М.Н.Краснов ертсе пыракан ушкăн (йышра çавăн пекех ЧНК президенчĕ Г.Н.Архипов, Чăваш халăх артистки Людмила Семенова) _ Питĕр чăваш пĕрлешĕвĕн пĕчĕк юбилейне _ 10 çулне паллă тума кайнăччĕ. Михаил Николаевич ун чухне чăвашлăх ĕçĕсен хастарĕсене, çав шутра Михаил Козлова та, Чăваш Республикин Культура министерствин Хисеп грамотипе наградăларĕ. Эпĕ вара, меллĕ самантпа усă курса ăсчахпа хăйĕнпе калаçса илме май тупнăччĕ. Михаил Алексеевич малтанхи пекех Раççей Ăслăлăхĕсен академийĕн Зоологи институтĕнче вăй хунине пĕлтерчĕ. Вунă çул каялла кунти чăваш наци культура центрне йĕркелесе янине аса илчĕ. Пухăнасса та вĕсем шăпах унăн ĕç вырăнĕнче _ Раççей Ăслăлăхĕсен академийĕн Зоологи институтĕнче _ пухăннă, Чăвашсен пултаруллă хастарĕсем _ филологи ăслăлăхĕсен докторĕ В.Н.Иезуитов, медицина ăслăлăхĕсен докторĕ Л.Н.Алякин, А.И.Иванов, С.К.Кошкин тата ытти те (пурĕ 11 çын) - пуçтарăннă, шăпах вĕсем тăрăшнипе чăмăртаннă та Питĕрти чăвашсен наци культура центрĕ. Чăвашлăх ĕçĕ Михаил Козлова тĕп ĕçĕнче пĕрре те чăрмантарман. 45 çул ытла вăй хунă вăл ăслăлăхра. Кăçал вара ака уйăхĕнче 70 çул тултарнăччĕ. М.Козлов _ "Биология. Животные" учебникĕн тĕп авторĕсенчен пĕри. 1968-2000 çулсенче асăннă учебнике вăл редакцилесе 30 кăларăма кун çути кăтартнă, пĕтĕмĕшле тиражĕ _ 50 миллион экземпляр. Ун хыççăн В.Р.Дольникпе тепĕр предметпа _ зоологипе икĕ пайран тăракан учебник хатĕрленĕ. "Позвоночные. Хордовые" ятлă вăл. Вĕсем валли атлассем те кăларнă. Вăл 230 ытла ăслăлăх ĕçĕ çырнă, 10 кĕнеке авторĕ. Ентешĕмĕр хальхи вăхăтра тепĕр пысăк ĕçпе ларнине те асăннăччĕ. Хăйĕн вĕрентекенĕпе И.М.Олигерпа 4 томлă "Мир животных" зоологи энциклопедине хатĕрленине пĕлтернĕччĕ. 1-мĕш томĕ пичетрен тухнă ĕнтĕ. Пулăсем, çĕрте-шывра пурăнакан чĕр чунсем, шуса çỹрекеннисем пирки çырса кăтартнă унта. Вилĕм паллă ăсчаха палăртнă тĕллевне туллин пурнăçа кĕртме памарĕ. Вĕренекенĕсем ентешĕмĕрĕн ĕçне малалла тăсса пырасса шанатпăр. Эпир вара, йăхташĕсем, маттур чăваш арне яланах асра тытатпăр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
20 сентября 2006
00:00
Поделиться