Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çул çинче тимлĕ пулăр

2006 çулхи 8 уйăхра район территорийĕнче 7 авари пулнă, вĕсенче 1 çын вилнĕ, 7 çын аманнă. (Пĕлтĕр çак тапхăрта 11 аварире 2 çын вилнине, 14 çын суранланнине регистрациленĕ). Август уйăхĕнче çынсем сиенленнипе çыхăннă траспорт пăтăрмахĕсем пулман. Кăçалхи аварисене уйрăммăн илсен, 4-шĕ _ федераллă трасса, 2-шĕ _ республика çулĕсем, пĕри ялта пулса иртнĕ. Çулсемпе çỹремелли правилăсене пăснă фактсем тăрăх кăçал çул-йĕр патруль службин инспекторĕсем пурĕ 2838 протокол çырнă (пĕлтĕр çак тапхăрта _ 2512), çав шутра хăвăртлăха ỹстернĕшĕн _ 879, транспорта патшалăх техосмотрĕ витĕр кăларманшăн _ 193, транспорт техника тĕлĕшпе юсавсăр пулнăшăн _ 597, йĕркене пăсса хăрушă груз турттарнăшăн _ 15, çынсене турттармалли правилăсене пăснăшăн - 63 протокол. Çуран çỹрекенсем пирки уйрăммăн каласа хăварас килет. Кăçалхи аварисенчен 4-шĕ транспорт çуран çỹрекенсем çине кĕрсе кайнипе çыхăннă. Çак фактсене питĕ тĕплĕн тĕрĕслесен, кунашкал пăтăрмахсем пурте çуран çỹрекенсен айăпĕпе пулса иртни палăрнă. Вĕсенчен 3-шĕ çула ỹсĕр пуçпа тухнă. (Кăçал аварисем тунă водительсем пурте урă пулнă). Çуран çỹрекенсем çул-йĕр правилисене пăснă тĕслĕхсем тăрăх патруль инспекторĕсем яланах тивĕçлĕ мерăсем йышăнаççĕ. Кăçал çакнашкал фактсемпе 300 (!) административлă протокол çырнă. Айăплисене штрафланă. Халĕ ачасен çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланчĕ. Çул-йĕрсем çинче ачасен тимлĕ пулмалли пирки ашшĕ-амăшĕн куллен аса илтерсе тăмалла.



"Шăмăршă хыпарĕ"
20 сентября 2006
00:00
Поделиться