Çĕр улми сутса - компьютер
КĂÇАЛ нумай пахчара "иккĕмĕш çăкăр" ăнса çитĕнчĕ, хăйсенчен ытлашши çĕр улмине сутакансем те сахал мар. Килограмне 2-3 тенкĕпе сутсан та, укçа чылаях пуçтарăнать. Шăмăршăри К., акă, çĕр улми сутса тунă укçапа Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренекен ывăлĕ валли компьютер туяннă. Çĕнĕ самана çыннине, пулас экономиста компьютер çăкăр пекех кирлине ашшĕпе амăшĕ тĕрĕс ăнланнă.
"Шăмăршă хыпарĕ"