"Юрататăп сана, Марина, ачамсене те юрататăп..."
"Валера! Валера! Валера!" _ Йĕрет, ĕсĕклет мăшăру. "Аттеçĕм! Аттеçĕм! Аттеçĕм!" _ Сана ыталать ывăлу. Выртатăн-çке эс тупăкра, Текех нихăçан та тăраймăн. Ачу-пăчупа арăмна Текех нихăçан ыталаймăн..." (Иван Саландаев. "Шăмăршă хыпарĕ" хаçат, 2005 çулхи сентябрĕн 24-мĕшĕ). Валерий Сидоров... Валера... Яштака пỹллĕскер, çирĕп шăм-шаклă-скер, маншăн вăл офицер пулмах çуралнăн туйăнатчĕ. Милиционер тумĕ те çав тери килĕшетчĕ ăна. Кăмăлĕ уçăччĕ, çынпа тỹрккес калаçмастчĕ, çынна ăнланма пĕлетчĕ. Акă, çулталăк хушши ĕнтĕ Валерий Сидоров пирки иртнĕ вăхăтпа калаçатпăр. Çулталăк ĕнтĕ вăл пирĕн хушшăмăрта çук: ирсерен ĕçе утаймасть, йĕрке хуралĕнчи дежурствăна тухаймасть, юлташĕсене алă тытса сывлăх сунаймасть. Çулталăк ĕнтĕ Марина мăшăрĕ, икĕ ывăлĕпе хĕрĕ хăйсен юратнă çыннине сăн ỹкерчĕкре çеç кураççĕ, чỹречерен пăхса тем пек кĕтсен те текех килеймĕ вăл тăван килне. Çак çулталăк хушшинче Маринăшăн куççуль тăкман пĕр кун пулнă-ши хуть? Текех мăшăрĕ Чечняран янă юлашки çырăва вулать. "Юрататăп сана, Марина, ачамсене те юрататăп", - куççульпе йĕпеннипе сарăхнă çак йĕркесем çамрăк хĕрарăмăн чĕринчен нихăçан та тухмĕç. Акă, Марина аллине "Хыпар" хаçатăн 2005 çулхи сентябрĕн 20-мĕшĕнче тухнă номерне илчĕ. "Чечняри пысăк çухату: икĕ ентеш вилнĕ, тăваттăн аманнă" заголовкăпа пичетленĕ статьяна куççульне шăла-шăла тепĕр хут вуласа тухрĕ. "Чăваш Ене каллех икĕ ентешĕмĕрĕн, милиционерсен ỹчĕсене илсе килнĕ, - çырать Н.Коновалов журналист. - Ĕнер вĕсене пытарнă. Пĕрне, Валерий Сидоров милици майорне, Шăмăршă районĕнчи тăван Çĕнĕ Шăмăршă ялĕн масарĕ йышăннă, тепри вара, Сергей Фомин милици старшини, Елчĕк районĕнчи Курнавăш ялĕнче çуралса ỹснĕскер, ăна унта пытарнă. ЧР Шалти ĕçсен министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, В.Сидоров 1959 çулта çуралнă, Шăмăршă милицийĕн çул-йĕрпе патруль службин аслă инспекторĕнче ĕçленĕ. 1990-мĕш çулта СССР Шалти ĕçсен министерствин Хабаровскри аслă шкулĕнчен вĕренсе тухнăскер, Валерий Николаевич хăй вăхăтĕнче районти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕн çумĕ те, ГАИ уйрăмĕн пуçлăхĕ те пулнă. Çурçĕр Кавказра командировкăра маларах та пулнă, опытне курах ĕнтĕ Чеченяра Чăваш Ен милицийĕн унта командировкăна кайнă пĕрлехи отрячĕн командирĕн çумĕн тивĕçĕсене пурнăçланă. Валерий Николаевич çемьеллĕ пулнă, çак инкеке пула унăн виçĕ ачи ашшĕсĕр юлнă..." Хăрушă инкек Грознăйра сентябрĕн 16-мĕшĕнче, каçхине пулнă. Сад урамĕнче боевиксем милици УАЗне тĕллесе пенĕ. Аэропортран Ханкалари çар базине каякан çав машинăра чăваш милиционерĕсем пулнă. Иккĕшĕ _ Валерий Сидоровпа Сергей Фомин _ вилмеллех аманнă. Тата тăваттăшне, суранланнăскерсене, госпитале ăсатнă. Пирĕн милиционерсем вилнĕ кунах Чечняри Введено районĕнче те тискер пăтăрмах пулнă. Милици сотрудникĕсем оперативлă шырав мероприятийĕсем ирттернĕ вăхăтра Дарго тата Тезин Кала ялĕсен хушшинче темиçе боевик вĕсене автоматсенчен, гранатометсенчен пеме пуçланă. Çав тытăçу вăхăтĕнче виçĕ боевикпа пĕр милиционер пурнăçĕ татăлнă. Валерий Сидоровăн командировка вăхăчĕ вĕçлениччен эрне ытларах çеç юлнă пулнă. Шел, командировкăна вĕçлесе килне чĕрĕ-сывă таврăнаймарĕ, юратнă мăшăрĕпе ачисене ыталаймарĕ. "200-мĕш грузпа" илсе килчĕç Валерăна тăван Шăмăршăна, ăна юлашки çула ăсатма çĕршер çын пынăччĕ. Милици органĕсенче 25 çул ытла ĕçлесе ырă ята тивĕçнĕ В.Сидоров майор ячĕ çывăх çынисемпе тăванĕсен, юлташĕсен асĕнче яланлăхах юлĕ. Вăл ĕçленĕ Шăмăршăри шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем кашни çулах Валера вилнĕ кун ун ячĕпе волейболистсен турнирне ирттерĕç, пĕрремĕш турнир вара паян иртĕ. В.Н.Сидоров майорăн вилтăпри çинче _ яланах чĕрĕ чечексем. Çамрăк милиционерсем Валерий Николаевич пек паттăр та хăюллă пулма тупа тăваççĕ, пĕрле ĕçленĕ юлташĕсем вăл вилнĕ куна пĕр самант шăп тăрса асăнаççĕ. Лăпкăн çывăр, Валера, эпир сана манмастпăрах.