Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Шăмăршă ялĕ - республикăра чи илемли

Чăваш Республикин Хула строительствин тата общество инфраструктурин аталанăвĕн министерствинчи ятарлă комисси халăх пурăнакан вырăна ешĕллентерес тата тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе республикăра ирттернĕ конкурс кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Смотр-конкурса пурĕ 21 хулапа район хутшăннă. Смотр-конкурс комиссийĕ халăх пурăнакан вырăна ешĕллентерес тата тирпей-илем кĕртес енĕпе Шăмăршă ялĕ пĕрремĕш, Шăмăршăри Космовский урамĕ _ иккĕмĕш, Шăмăршăри вăтам шкул, Шăмăршăри культурăпа кану паркĕ виççĕмĕш вырăн йышăннине палăртнă



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 сентября 2006
00:00
Поделиться