Кăмăллă çулçỹрев
Çак кунсенче Шăмăршăри ĕç ветеранĕсен ушкăнĕ районти ветерансен Совечĕ пуçарнипе автобуспа Палтиел вăрманĕн хĕрринчи Патăрьелпе Шăмăршă районĕсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ шыв пухăнмалли пĕве тунă çĕрте экскурсире пулчĕ. Делегацие ветерансен Совечĕн председателĕ Ю.М.Фролов тата Шăмăршă ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.К.Андронов ертсе пычĕç. Çула тухас умĕн ушкăна район пуçлăхĕ В.П.Фадеев ăшшăн йышăнчĕ. Вăл плотинан пĕлтерĕшне лайăх çутатса пачĕ. Унсăр пуçне районта тырçи ĕçĕсем мĕнлерех пулса пыни çинче чарăнса тăчĕ, экскурсантсене ăнăçлă çул сунчĕ, кашнинех асăнмалăх В.И. Максимовăн РФ Президенчĕ Путин Шăмăршăра пулни çинчен çырнă кĕнекине парнелерĕ. Çула май пире Хайпăлари районĕпех паллă Г.М.Егорова фермерăн хуçалăхĕпе паллаштарчĕç. Пысăк мар, анчах таса та хăтлă вите, пĕчĕк комбикорм цехĕ пурин кăмăлне те кайрĕç. Фермăри ĕçсем, малашнехи тĕллевĕсем çинчен Г.М.Егорова тĕплĕн каласа пачĕ. Часах вырăна çитрĕмĕр. Пысăк лаптăк çинче пуçланнă çĕр ĕçĕсем тĕлĕнтереççĕ. Умра _ тимĕр-бетон коробка (ăна çурхи шывăн ытлашшине юхтарма тăваççĕ), çывăхрах хăватлă техника ĕçлет. Стройка пуçлăхĕ Камиль Салахов объект çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. (Вăлах Пуянкасси плотинине, Энтĕрьелĕнчи пĕвене тутарнă иккен). Пĕвен лаптăкĕ 420 гектар, вăрăмăшĕ 5 километра çити, тарăнăшĕ хăшпĕр çĕрте 10 метр ытла, шыв запасĕ (калăпăшĕ) 16 миллион кубла метра яхăн пулĕ. Ĕçмелли шывпа тивĕçтернисĕр пуçне кунта пулă, уйрăмах хаклă йышшисене те ĕрчетме май пулĕ. Шыв çийĕн кимĕсем ишсе çỹрĕç. К.Салахов каланă тăрăх, пĕвене шывпа тултарма 2008-мĕш çулхи çуркунне пуçламалла. Ĕçе хăвăртлатма механизаторсем те кирлĕ иккен. Ĕç укçи (уйăхне 7-8 пин тенкĕ) ялти шайпа пĕчĕк мар пулин те, çамрăксем кунта килме васкамаççĕ-ха. Каярахпа экскурсие хутшăннă И.А.Журавлев çак пысăк объекта тума 1970 çулсенче хăй парти райкомĕн 1-мĕш секретарĕ пулнă вăхăтсенче пуçару пулни çинчен, ку ыйтупа Мускавра СССР Верховнăй Совечĕн депутачĕ, КПСС Центральнăй Комитетĕнче ĕçлекен Карлов патĕнче пĕр хут кăна мар пулни çинчен каласа пачĕ. Ун чухнех проект ĕçĕсем хатĕрленĕ пулнă, анчах стройка валли укçа-тенкĕ çитеймен. Экскурси пирĕншĕн çав тери интереслĕ иртрĕ. Уншăн В.П.Фадеева, Ю.М.Фролова, В.К.Андронова эпĕ экскурсантсен ятĕнчен тав сăмахĕ калатăп.