Ỹс, кашла, хăватлан - халăха савăнтар, Чăваш Ен мухтавĕ - Шăмăршă вăрманĕ!
ВĂРМАН ĕçченĕсен професси уявĕ умĕн аллăма 2000 çулта Шупашкарта пичетленсе тухнă, П.Тихоновпа В.Петьков çырса хатĕрленĕ "Чăваш Енри чăн малтанхи вăрман хуçалăхĕ" кĕнекене тепĕр хут тытрăм. Вăл эп çырнă "Шăмăршă вăрманĕ" сăвăпа уçăлать: "Симĕс тинĕс пекех аякран курăнать, Куç тулли илеме кам ăмсанмĕ? Уçă çилĕ вĕрсен хумханать те кашлать, Ытарма çук сана, Шăмăршă вăрманĕ! Ват юман тайăлса сар хырпа сăмахлать, Шурă хурăн, сана юратса ачашлам-и? Кайăксен юррипе чун-чĕре савăнать _ Ытарма çук ялан, Шăмăршă вăрманĕ! Йывăçне те парать, çырлипе те сăйлать, Мăйăрпа, кăмпапа пуян мар-и? Кил, тăван, хăнана, юрлама, савăнма _ Ыр çынна тарават Шăмăршă вăрманĕ. Юрăра-сăвăра сан чапна халь мухтар, Пархатарлă ялан вăрмана саваканĕ. Ỹс, кашла, хăватлан _ халăха савăнтар, Чăваш Ен мухтавĕ _ Шăмăршă вăрманĕ!" Кĕнеке авторĕсенчен пĕринпе _ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вăрманçипе, Шăмăршă вăрман хуçалăхĕн директорĕпе, район Пухăвĕн депутачĕпе В.А.ПЕТЬКОВПА тĕл пулса калаçма шутларăм. _ Шăмăршă районĕ, - терĕ В.А.Петьков, - Йĕпреçпе Çĕмĕрле районĕсем хыççăн вăрман лаптăкĕн пысăкăшпе виççĕмĕш вырăнта тăрать. Район территорийĕн 57,5 процентне вăрмансем йышăнаççĕ. Кашни çын пуçне 2,75 гектар вăрман тивнине шута илсен, эпир республикăра чăн малти вырăнта темелле. Шăмăршă вăрман хуçалăхĕ 26124 гектар йышăнать, 3 лесничество, 5 мастер участокĕ ĕçлет. Вăрмана сыхласа упранă çĕрте 43 çын вăй хурать. _ Владимир Александрович, çỹлтен хушнипе вăрмана пĕр шелсĕр касас вăхăтсем иртрĕç ĕнтĕ, каснă лаптăксенче çамрăк йывăçсем лартса чĕртесси _ сирĕн тĕп тĕллевĕр. Ку тĕлĕшпе мĕнлерех ĕçлесе пыратăр? _ Вăрман йĕркелĕвĕн планĕпе килĕшỹллĕн, çуллен 6 пин кубометра яхăн йывăç касатпăр. Пирĕн хамăрăн цех пур, унта çулталăкне 4 пин кубометр йывăçран халăха кирлĕ япаласем туса кăларатпăр. Вăрмана пачах касмасан юрамасть _ чирлĕ, йăваннă, ватăлма пуçланă йывăçсенчен тасатсах тăмалла. Юлашки 3-4 çул хушшинче вăрман хуçалăхĕнче вутă хатĕрлесси нумай чакрĕ. Халăх çут çанталăк газĕпе усă курма тытăнчĕ. Рынок тапхăрĕ вăрман отрас-лĕнче тарăн тымар ячĕ. Йывăçа тĕпренех сутассипе аукционсем ирттеретпĕр. Каснă вăрман вырăнне çамрăккисене, ытларах хырпа чăрăш хунавĕсене лартатпăр. Вĕсене хамăр питомникра çитĕнтеретпĕр. Кăçалхи çуркунне пурĕ 111 гектар, çав шутра 8 гектар юман хунавĕсене лартрăмăр. Çамрăк йывăçсем лайăх чĕрĕлни савăнтарать. Паллах, вĕсене пăхса ỹстерес тĕлĕшпе пысăк вăй хума тивет. Питомник пирки асăннă май, вăл республикăра чи лайăххисенчен пĕри шутланать. Хырпа чăрăш хунавĕсене аякран килсе те туянаççĕ. Районта Йывăç кунне ирттернĕ май, эпир ял поселенийĕсемпе шкулсене чăрăш, лиственница, хурăн, хĕрлĕ пилеш хунавĕсене пĕр чăрмавсăрах уйăрса пама пултаратпăр. _ Вăрмана вут-кăвартан, тĕрлĕ чир-чĕрпе хурт-кăпшанкăсенчен сыхлас ĕçе мĕнле йĕркеленĕ? _ Пушар тухни _ вăрманшăн çав тери пысăк хăрушлăх. Çуркуннерен пуçласа кĕркуннечченех сыхă тăратпăр. Виçĕ лесничествăра та пушарпа хими станцийĕсем йĕркеленĕ, ятарлă автомашинăсем, шыв цистерни çаклатнă тракторсем кунĕн-çĕрĕн дежурствăра тăраççĕ. Пирĕн пушар вышкисем виççĕ, хуралта тăракансене пурне те рацисемпе тата сотовăй телефонсемпе тивĕçтернĕ. Вăрман хуçалăхĕнче йывăçсене сиенлĕ хурт-кăпшанкăран, тĕрлĕ чир-чĕртен хỹтĕлемелли нумай çĕнĕлĕхе ĕçе кĕртетпĕр. Çак ĕçре биологи препарачĕсемпе (эндобактерин, лекидоцид) усă куратпăр. Çавна май вăрман питомникĕнче лару-тăру чылай лайăхланчĕ, кунта сывă та çирĕп хунавсем çи-тĕнтереççĕ. _ Владимир Александрович, кашни çулах уявра эсир ĕçре малта пыракансене, ырă ятлисене чыслатăр. Пурне те асăнса тухма хаçатра вырăн сахал пулин те, чи маттуррисем çинчен калаймăр-ши? _ Çак кунсенче çеç-ха Шупашкарта республикăри вăрман ĕçченĕсен V съезчĕ пулса иртрĕ, унта Чукал лесничествин лесничине Г.В.Ермолаева Вăрман хуçалăхĕн Чăваш Енри агенствин Хисеп грамотипе чысларĕç. Халăха кирлĕ таварсем туса кăларакан цехри П.И.Митрофанов токаре Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн, В.И.Власова станочницăна Вăрман хуçалăхĕн агентствин, Палтиел лесничествин трактористне М.М.Тизякова, Шăмăршă лесничествинчи Г.В.Стрижов водителе, Чукал лесничествин трактористне В.Н.Молостова район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă. Хаçатра вырăн панипе усă курса, вăрман ĕçченĕсемпе пирĕн хисеплĕ ветерансене професси уявĕ ячĕпе чĕререн саламлатăп, пурне те çирĕп сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр сунатăп.