Савнă ял - Кивĕ Чукал
Кивĕ Чукал... Ăçтан пуçланса кайнă çак ял? Шкулта та ачасем час-часах ыйтаççĕ: "Чукал" тени мĕн тенине пĕлтерет?" Ку сăмах пĕлтерĕшне Николай Егоров профессор, тĕпчев институчĕн сотрудникĕ, лайăх ăнлантарса парать. Çак сăмах чăвашăн "çăкаллă" сăмахĕнчен тухнă иккен. Мишерсем "çăкаллă" сăмаха, хăйсене май пăсса, Чукалы (Чукалла) тенĕ. Чăвашла çăкаллă тенине ирçесем илтнĕ те, "Чукало" тесе çавăрттарса хунă. Çапла вара, "Чукал" тени чăвашла "çăкаллă" тени пулса тухать иккен. Кивĕ Чукал ялĕн историйĕ аслă Сăр вăрманĕпе çыхăннă. Çак вăрман аслă кăна мар, пуян та пулнă. Çак вăрманпа çыхăннă ĕнтĕ нумай чăваш ялĕн историйĕ, XVI ĕмĕр вĕçĕнчен тытăнса XVII ĕмĕр варрине çитиччен хальхи Шăмăршă районĕнче чăваш ялĕсем никĕсленме пуçланă. Пирĕн ялăн тĕп килĕ хальхи Мордва Республикинчи Аслă Игнатово районĕнчи Чукалы ялĕ çывăхĕнчи Çăкаллă çырма хĕрринче пулни паллă. Чукалсен мăн аслашшĕсем çак вырăна XVI вĕçнелле, пĕр 400 çул авалрах килсе тухнă. Чăвашсем никĕсленĕ Çăкаллă ялтан пуçланса кайнă ĕнтĕ Кивĕ Чукалăн историйĕ. Çавăнпа ĕнтĕ эпир хамăр ялăн гербĕ çине юханшыв тата çăка çулçисем ỹкернĕ. Çăкаллă çырма Сăр вăрманĕн варринчи çăкалăхра юхса выртнă. Çак ялăн пĕрремĕш çуртне те, тен, çăка йывăççинчен тунă пуль. Çапла çĕнĕ чăваш ялĕ Çăкаллă пулса кайнă. Каярахпа Çăкаллă чăваш ялĕнче мишерсем, ирçесем, вырăссем пурăнма тытăннă. 1612 çулхи перепиçпе Çăкаллă ял Кивĕ Чукал ятпа çырăннă. Тĕрлĕ фактсенчен эпир Мордва Республикинчи Кивĕ Чукал ялĕ 1580-мĕш çулччен маларах пуçланса кайнине пĕлетпĕр. XVI ĕмĕр вĕçнелле кивчукалсем ку вырăнтан куçса каяççĕ те хальхи Çĕпрел районĕнчи Кивĕ Мишер Чукалне никĕслеççĕ. Ял пуçланса кайнă вăхăтра Кивĕ Мишер Чукалĕнче (ун чухне яла Çĕнĕ Чукал тенĕ пулнă-ха) чăвашсем, мишерсем тата ирçесем пурăннă. Каярахпа кунти чăвашсем вăрман хĕррине куçса ларнă та хальхи Шăмăршă районне кĕрекен Кивĕ Чукал ялне пуçласа янă. Ку Кивĕ Чукал ялĕ Сăр вăрманĕпе хир тăрăхĕ чикĕленсе тăнă çĕрте вăрман айне пытанса ларнă. Ял çумĕпе Вăкăрлă çырми юхса выртнă. Ку çырмара шыв вăкăрĕсем (кайăк) нумай пулнă. Çавăнпа та çырма ятне Вăкăрлă тенĕ. Каярахпа çак Кивĕ Чукалтан тата икĕ Чукал ялĕ никĕсленнĕ. Пĕрне Пулмантăш (Çĕнĕ Чукал), теприне Вырăс Чукалĕ ятсем панă. Пирĕн ял гербĕ çинче çăкан татăлса ỹкнĕ икĕ çулçи çак икĕ Чукала пĕлтереççĕ. Пĕр турат çинчи виçĕ çулçи _ Кивĕ Чукал пулнине калаççĕ. Çапла пуçланса кайнă Чăваш Республикинчи Чукал ялĕсем. Пĕр ик çĕр аллă çула яхăн Кивĕ Чукалта 15-20 çемье кăна пурăннă. 1913 çулта Кивĕ Чукалта 201 хуçалăх шутланнă, 597 арçын, 612 хĕрарăм пурăннă. Мĕншĕн çăкаллă вырăна тымар янă-ши кивчукалсен мăн аслашшĕсем? Çăкаран мĕн тĕрлĕ кăна япала хатĕрлеме пулать! Авал çăка хăвăлĕнче пыл хурчĕсем пурăннă. Çав пыла кивчукалсем те пуçтарнă. Çăка пылĕ тĕрлĕ чир-чĕртен сыватнă, сыватать те. Çăка çеçки те усăллă, çăка çулçисене сурăхсем вали хатĕрленĕ. Çăка йывăççинчен кашăксем, тирĕксем, сăра алтăрĕсем, уйран çỹпçисем, кăвас чĕресĕсем, çỹпçесем тунă. Çăка пушăтĕнчен кунтăк, çăпата хатĕрленĕ. Мунчала кỹллисен ячĕсем те çакăнпах çыхăннă. Мунчаларан чăпта çапнă. Курăс хуппине хурлатăсем çине витнĕ. Ачасем валли сăпка-кỹме тума та çăка пулăшнă. Пир станĕ, çĕрĕ тумалли те çăкаранччĕ. Кивĕ Чукал çумĕпе иртекен лашман çулĕ те Раççей историйĕнче тарăн йĕр хăварнă. Петĕр патша саманинче Кивĕ Чукал çумĕнчи çулпа хыр йывăççисене карап тума турттарнă. Ял гербĕ çинче хурăн туратти те пур. Хурăн вăл _ вырăс халăхĕн таса йывăççи. Чăваш çĕршывĕ 1551 çулта Мускав емпỹлĕхĕпе пĕрлешнĕ. Çак йывăç чăваш халăхĕпе вырăс халăхĕ ĕмĕр килĕштерсе пурăннин палли. Хурăн йывăççисемпе хыр йывăççи кивчукалсене тăрантарса пурăннă. Ял çыннисем хăй вăхăтĕнче çак йывăçсенчен кăмрăк хатĕрлессипе чапа тухнă. Чылай çемье Пасна çырми хĕрринчех пурăннă. Тĕслĕхрен, Андрей Александрович Чамеев, Николай Сергеевич Заказов, Сергей Федорович Малеев çемйисемпех вăрманта кăмрăк хатĕрлесе, тикĕт юхтарса пурăннă. Пасна тата Карталлă çырмисен хĕрринче пĕчĕк шахтăсем çулталăкĕпех тĕтĕм кăларса-йăсăрланса ларнă. Хыр тункатинчен тата хурăнтан хатĕрленĕ кăмрăка Улатăр урлă Чул хулана ăсатнă. Каярахпа вара çак кăмрăка Чăваш Республикинчи колхозсем туянма тытăннă. Ял çыннисем хатĕр продукцие лавсем çине тиесе тутарсем патне (Хуракатана) илсе кайнă. Хыртан хатĕрленĕ тикĕтпе ялта та лаша ураписене сĕрнĕ. Хурăн хуппинчен хатĕрленĕ тикĕтпе медицинăра усă курнă. ХХ ĕмĕрти 60-мĕш çулсем иртсен Кивчукал-сем кăмрăк хатĕр-леме пăрахнă. Хыртан сухăр юхтарас ĕç вара 70-мĕш çулсенче те малалла тăсăлнă. 1974-мĕш çулта эпĕ Кивĕ Чукал шкулĕнче ĕçлеме пуçларăм. Çак вăхăтра вăрмана (хырлăха) кайсан кашни хыр çинче виçĕ-тăватă сухăр варинкки çакăнса тăратчĕ-ха (хальхи вăхăтра ку ĕç путланнă). Кивĕ Чукал вăрман хĕрринче пуçланнă, терĕмĕр. Çавăн пек вара, вырăнти халăх ĕмĕртен ун ырлăхĕпе пурăннă. Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Сартункка пасарне чукалсем çырла, кăмпа, мăк сутма çỹренĕ. Вăрман кивчукалсене ăшăтнă, тăрантарнă, чиртен те сипленĕ. Кивĕ Чукал тăрăхĕнчи хирсем ĕлĕкренех хăйсен тухăçлăхĕпе уйрăлса тăман. Çавăнпа та ял халăхĕн пурнăçĕ вăрманпа нумай çыхăннă. Паянхи Кивĕ Чукал пирки каланă май, çакна палăртам: пирĕн ялта кăçатă йăвалама пĕлмен çын та çук пулĕ. Кăçатă йăваласа нумай çемье тăранса пурăнать, çурт-йĕр çавăрать, çăмăл машина та туянать. Ĕçчен те çыпăçуллă алăллă çынсен хушшинче кам кăна çук: тĕрĕ тĕрлекенсем, пир тĕртекенсем, кăçатă йăвалакансем, йывăçран касса япала тăвакансем тата ыттисем те. Юлашки çулсенче Кивĕ Чукал ялĕ калама çук çĕнелсе улшăнчĕ. Ял çыннисем йывăçран кăна мар, кирпĕчрен те çĕнĕ кил-çурт çавăраççĕ. Çурчĕсем вара пĕри тепринчен хỹхĕмрех. Ялта Малти кас, Хыçалти кас, Пионер касси малалла тăсăлчĕç. Çак кассем çамрăк çемьесен çурчĕсемпе тулчĕç. Çуртсене çут çанталăк газĕ ăшăтать. Çавăн пекех ялти шкул çуртне те. Ял çыннисен культура шайĕ, пурнăçĕ юлашки çулсенче самаях лайăхланса пыни палăрать. Ĕлĕк Кивĕ Чукал çыннисем Сартункка пасарне çỹренĕ терĕмĕр, халь вара тунти кун ял халăхĕ хамăр пасара утать. Ку пасар 2000-мĕш çулта çулла ĕçлеме пуçларĕ. Кунта Тутар Республикинчен килнĕ тутарсем те сутă тăваççĕ. Ял çынисем вара кăçатă, çу, пахча çимĕç сĕнеççĕ пасарта. Манăн Кивĕ Чукал ялне вăрман хĕрринче кăна мар, сад ăшĕнче курас килет. Çакă ял инфраструктурине аталантарассишĕн тăрăшса ĕçлеме чĕнет. Ялти кашни урамах тикĕслесе якатмалла, асфальтпа витмелле. Кивĕ Чукалăн пуласлăхĕ çутă тĕссемпе ялкăшса çиçнине курасчĕ. Кивĕ Чукал пулнă, пур, пулать те.