Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пултараççĕ шăмăршăсем

Çак кунсенче Шăмăршăпа Патăрьел районĕсенчи нивалидсем пирĕн тăрăхра спорт уявĕнче тĕрлĕ ăмăртусенче тупăшнă. Тỹрех каламалла, пирĕн спортсменсене шахматпа дартсра çĕнтерекенсем пулман. Шашкăпа вара малти икĕ вырăна патăрьелсем йышăннă. Шăмăршă районĕн мала тухнă спортсменĕсене ятарласах асăнса хăварар: С.Алтынбаев (Палтиел), Г.Елисеев (Карапай Шăмăршă), Д.Чеменев (Васан), Г.Филиппов (Карапай Шăмăршă), Г.Семенов (Шăмăршă). Вĕсене малашне те спорта юратма çирĕп сывлăх сунар. Спорт вăййисене ирттерме "Пĕрлĕхлĕ Раççей" парти пысăк пулăшу панă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
13 сентября 2006
00:00
Поделиться