Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Милици майорне В.Н.Сидорова асăнса - волейболистсен турнирĕ

ШĂМĂРШĂ район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики тата культура пайĕ Чечен Республикинче çар тивĕçне пурнăçланă чух паттăрла вилнĕ милици майорне В.Н.Сидорова асăнса сентябрĕн 16-мĕшĕнче волейболистсен районти турнирне ирттерет. Волейболистсен ăмăртăвĕ Шăмăршăри ипподромра ирпе 10 сехетре пуçланать. Çумăрлă çанталăк пулсан турнир Шăмăршăри вăтам шкулăн спорт залĕнче иртĕ. Ăмăртăва хутшăнакансен заявкăсене маларах район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политикин тата культура пайне тăратмалла.



"Шăмăршă хыпарĕ"
13 сентября 2006
00:00
Поделиться