Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Эх, çулсем, çулсем, çулсемĕр - йывăр пурăнма вĕсемсĕр...

ЧĂВАШ халăх артисчĕ _ Хĕрлĕ Васан паççулккинче çуралса ỹснĕ Геннадий Большаков _ манпа тĕл пулмассерен çапла ыйтать: _ Ну, хăçан пирĕн паççулккана çити çул тăватăр? Тем пек артистсене илсе кайса кăтартас килет те, çул çуккипе вăтанатăп. Пирĕнни пек япăх çул-йĕрлĕ ял урăх ниçта та çук пулĕ! Геннадий Арсентьевич, паллах, ỹстеререх те калать-ха. Кỹршĕллĕ Тутарстанри Çĕпрел районĕнче пылчăк çăрăлакан урамсемлĕ ялсем _ речĕпех. Шăмăршă районĕнче вара кашни пысăк ялах асфальт çулпа çитме пулать, урамсене те асфальт сараççĕ. Çапах та артист сăмахĕнче чăнлăх та çук мар: "малашлăхсăр" тесе шутланнă пĕчĕк ялсем (Хĕрлĕ Васан, Канаш, М.Горький, Баскакпа Кучек паççулккисем) паян кун та цивилизаци шайĕнчен юлса пыраççĕ-ха. Чăнах та, пĕчĕк ялсене çут çанталăк газне илсе çитерчĕç. Анчах вĕсем патне çити шанчăклă çул сарма яланах укçа-тенкĕ тивĕçмен. Пĕчĕк ялта пурăнакан та хамăр район çынниех вĕт-ха, килти хушма хуçалăхĕнче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе, çĕр улми çитĕнтерсе, ача-пăча çуратса çĕршыва усă кỹрет. Çирĕм килĕллĕ Хĕрлĕ Васан Чăваш халăх артистне çуратса ỹстерни те çак пĕчĕк яла кỹрентерме хушмасть. Акă, тинех шанăç "çăлтăрĕ" çуталчĕ теме пулать: Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров иртнĕ уйăхра "Чăваш Республикинче автомобиль çулĕсене тăвассине хăвăрт вĕçлес енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен" Указ йышăнчĕ. Унпа килĕшỹллĕн ялсенчи çулсене асфальт сармалли республика Программине кĕске вăхăтра _ 2007-2008 çулсенче пурнăçлама палăртнă. "Калама та кирлĕ мар ĕнтĕ, йĕпе-сапа çанталăкра, уйрăмах çурхи-кĕрхи тапхăрсенче, асфальт сарманнипе ялти çулсем тăрăх автотранспортпа çỹрейместĕн, - тенĕ Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров ĕçлĕ канашлура. _ Эппин _ ялта ял хуçалăхне е ытти ĕç-хĕле йĕркеллĕ аталантарма çук. Эппин _ шкул ачисене кирлĕ пек илсе çỹреме йывăр. Эппин _ васкавлă пулăшу машинисем вырăна çитеймеççĕ тата ытти те... Çулсем паян кирлĕ, 10 çултан мар!" Чăнах та, Президент Указĕнче Шăмăршă районĕнче çулсем тăвасси пирки асăнман. Çапах та пире кỹрентермеççех пулĕ: асфальт çулсем тума республика укçа-тенкĕ уйăрса паратех. Çакна район пуçлăхĕ В.П.Фадеев та çирĕплетет, çул тумалли программăна районта маларах пурнăçлама та майсем пур тесе шутлать. Акă, Г.А.Большаков артиста, вĕсен пĕчĕк паççулккинчи кашни çыннах савăнтаракан хыпар та пур: район Пухăвĕн депутачĕсен иртнĕ ларăвĕ "Шăмăршă _ Анат Чаткас _ Хĕрлĕ Васан _ Палтиел _ Патирек" автоçул тăвассине вĕçлесси çинчен йышăну кăларчĕ. Президент Указĕпе килĕшỹллĕн, районти ытти пĕчĕк ялсене те асфальт е чул сарнă çул çитĕ-ха, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев çывăх тапхăрта çул нушинчен хăтăлатпăрах тесе шутлать. Нуши вара, чăн та, сахал мар. Акă, Шăмăршăра хам пурăнакан Пионер тăкăрлăкĕнче йĕпе-сапаллă çанталăкра иртсе çỹреме питĕ кансĕр. Ача садне çỹрекенсем, шкул ачисем шăва-шăва ỹксе пылчăкпа вараланни пĕрре кăна пулман. Ашшĕ-амăшĕсем тарăхаççĕ, "çỹлтисене" ятлаççĕ. Хăйăр тăкса, чул сарса çула тикĕслесен тем пек лайăхччĕ те _ ял поселенийĕн кун валли укçи çук...



"Шăмăршă хыпарĕ"
13 сентября 2006
00:00
Поделиться