Ачасемпе çамрăксем хушшинче - творчество конкурсĕ
Чăваш Республикинчи ача-пăча тата çамрăксен библиотеки "Çĕнĕ ятсем уçатпăр" ятпа Чăваш Енри яшсемпе хĕрсем, çамрăксем (14-24 çултисем) хушшинче литература творчествин конкурсне йĕркелерĕ. Творчество ĕçĕсене "Проза", "Драматурги", "Поэзи", "Публицистика" жанрĕсем тăрăх йышăннă. Творчество конкурсне пирĕн район çыннисем те хутшăнаççĕ. Республикăри библиотекăна Ксения Мишинан (Шăмăршăри вăтам шкул), Инна Можаеван (Пăчăрлă Пашьел шкулĕ), Олеся Кувайскаян (Кивĕ Чукал шкулĕ), Пăчăрлă Пашьелĕнчи Ирина Сандрейкинан (Ульяновскри педагогика колледжĕнче вĕренет), Палтиелĕнчи Галина Юманован, Кивĕ Чукалти Олеся Малееван (иккĕшĕ те Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студенткисем) тата ыттисен литература ĕçĕсене ярса патăмăр. Литература творчествин конкурсĕн итогĕсене кăçалхи октябрь уйăхĕнче пĕтĕмлетеççĕ. Çĕнтерỹçĕсем Дипломсемпе хаклă призсем илĕç. Чи лайăх произведенисене "Çĕнĕ ятсем уçатпăр" сборникра, республикăри хаçатсемпе журналсенче пичетлесе кăлараççĕ. Конкурса хутшăннă район çыннисене творчествăлла ăнăçу сунатпăр.