Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çирĕп çемье - çĕршыв малашлăхĕ

ПĔР-ПĔРИНПЕ килĕштерсе тата лайăх ăнланса пурăнакан мăшăрсем чăннипех те телейлĕ. Апла пулсан, каччăпа хĕр пĕр-пĕрне тĕрĕс суйласа илнĕ, çирĕп çемье чăмăртанă. Эпĕ, 87 çула пуснă вăрçăпа педагогика ĕçĕн ветеранĕ, телейлĕ çемье пуçĕ, çапла шутлатăп: çемье çирĕплĕхĕнче ăс-тăн _ пĕрремĕш, ырă чун-чĕре _ иккĕмĕш, пĕр-пĕрне килĕшекен сăн-пит виççĕмĕш вырăнта тăрать. Ăслă çынна пурте сума сăваççĕ, вăл мăшăрне сивĕ сăмахпа кỹрентермест, çемьере тирĕк-чашăк шăкăртатма пуçласан, хирĕçỹ "авăрне" кĕрсе каймасть, харкашу "хĕмне" вăхăтра чарма ăс çитерет. Ăшă чун-чĕреллĕ çын мăшăрне яланах пулăшма тăрăшать, ыттисене те ырă сунать. Килĕшекен сăн-питлĕ çын чуна ăшăтать, ар туйăмне хускатать. Çемье пурнăçĕнче çак факторсем питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Упăшкипе арăмĕн характерĕсен шайлашăвĕ те паллă вырăн йышăнать. Упăшки е арăмĕ мăн кăмăллă пулсан, пĕр-пĕрне каçармасан час-часах харкашу тухать. Çемьен тĕп никĕсĕ _ юратура. Чăн-чăн юратупа чăмăртаннă çемье кăна телейлĕ. Пĕр-пĕр ĕç тума пуçласан, упăшкипе арăмĕ пĕр шухăшлăх патне пырса тухни, пĕр-пĕрне ăнланма тăрăшни çемье тымарне çирĕплетет. Çемье хăйсен ашшĕ-амăшĕсенчен уйрăм пурăнать пулсан, ăна, паллах, пурнăç "тинĕсĕ" тăрăх "ишме" ансатрах. Çемье ватăсемпе пĕр çивитти айĕнче пурăнсан вара йывăртарах килет. Кунта манăн, ватă çыннăн, çапла калас килет: аслисем, çамрăксене мĕнлерех пурăнмалли пирки "лекцисем" вуласа ан тарăхтарăр. Вĕсем хăйсемех майне-шывне тупĕç. Унччен пурнăç йĕркисем урăхларах пулнă, халĕ, çулсем иртсе пынă май, вĕсем кăштах улшăннă. Çамрăксене ăс пани, кил-çуртра "хуçа" пулма тăрăшни çемье никĕсне тĕпретсе пырать е ăна пачах аркатать. Çурта эпир ывăлпа унăн çемйи валли туман-и вара? Хăтлă кил-çурт вĕсене те, хамăра та телей кỹрсе тăтăр. Телейсĕр çемьесем те пур пурнăçра. Пĕр-пĕрне тертлентерсе пурăнакан çемьесен йывăрлăхран мĕнле майпа тухмалла-ха? Ку ыйту çине психологсем çапларах хуравлаççĕ: йывăр тиеве тỹсме кирлĕ мар. Пĕр енчен илсен, çамрăксем хăйсем асапланаççĕ, тепĕр енчен пăхсан, вĕсен ачисем тертленеççĕ. Телейсĕр пурнăç никама та савăнăç кỹмест. Ачасем ашшĕ-амăшĕн хуйхăпа тулнă куçĕсене пăхса телейлĕ пулаймĕç. Пĕр-пĕрне тата ачасене савăнăç кỹме пултарайман çемьесен уйрăлмах тивет. Пурнăç тăршшĕпех хирĕçсе-харкашса, пĕр-пĕрин сывлăхне хавшатса пыриччен, çемье кимми çинчен анса икĕ çырана тăрса юлни аванрах. Чылай çул каялла эпĕ центрта тухса тăракан пĕр хаçатра интереслĕ статья вуласаччĕ. Пĕр шкулта "Манăн чи савăнăçлă кун" темăпа ачасене сочинени çыртарнă-мĕн. Пĕр ача çапла çырнă: "Манăн пурнăçри чи савăнăçлă кун _ атте вилнĕ кун". Унăн ашшĕ çав тери тискер çын пулни, пĕчĕк сăлтав тупăнсанах ун çине алă çĕклени, вĕсем амăшĕпе пĕрле час-часах витере ĕнепе юнашар çĕр каçни пирки асăннă вăл сочиненире. Паллах, тирĕк-чашăк шăкăртатмасăр пулмасть çемьере. Психотерапевтсем палăртнă тăрăх, çуллахи çумăр евĕр кĕске хирĕçỹсем усăллă та, вĕсем чунра капланнă стреса ирттерсе яма та пулăшаççĕ. Ахальтен каламан ĕнтĕ: "Юратакансем хирĕçни _ йăпану кăна". Çемьесен никĕсне тĕпретсе пыракан тỹнтерле пулăм _ упăшки е арăмĕ ĕçкĕ-çикĕ еннелле сулăнни. Ĕçкĕ _ çемье трагедийĕ. Кун пек чухне ачасем те телейсĕр пулаççĕ. Вĕсене аванрах тумлантармалли, лайăхрах апат-çимĕç туянмалли укçа-тенкĕн сисĕмлĕ пайĕ эрех-сăмакун валли расхутланать. Кунсăр пуçне, çемьери харкашусене пула, ачасен психики аманса юлать. Вĕсем тивĕçлĕ воспитани те илеймеççĕ. Çын хăйĕн йăнăшне тарăннăн ăнланса тивĕçлĕ пĕтĕмлетỹсем тусан кăна ĕçкĕ тыткăнĕнчен хăтăлма пултарать. Кунта, паллах, çемье пулăшăвĕ те кирлĕ. Ачасене çемьере воспитани парасси пирки те асăнса хăварас килет. Вырăссен чаплă педагогĕнчен А.С.Макаренкоран пĕр çын çапла ыйтнă: "Антон Семенович, ачана хăш вăхăтран воспитани пама тытăнмалла?" - "Ачу миçере вара?" - тенĕ педагог. "Çулталăк çурăра", - хуравланă лешĕ. "Ачана воспитани пама пĕр çул та 6 уйăх кая юлнă эсĕ", - ответленĕ А.С.Макаренко. Ашшĕ-амăшĕ ачасене уйăракан тимлĕх пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсене пĕр сехетлĕхе те куçран вĕçертмесĕр тĕрĕслесе-вĕрентсе тăмалла. Ашшĕ-амăшĕсем çемьере хăйсене мĕнлерех тытнине ачасем куллен сăнаса, ыррине е начаррине ăша хывса пыраççĕ. Енчен те ашшĕ ĕçкĕпе туслă пурăнать, пирус мăкăрлантарать, таса урай тăрăх тусанлă пушмакпа утать пулсан, çак сиенлĕ йăласем ачасем çине те куçма пултараççĕ. Ачасене кил хушшинчи, пахчари ĕçсене явăçтармалла. Вĕсем юнашар ĕçлени питĕ вырăнлă. Халĕ,акă, ачасен вĕренỹ çулĕ пуçланчĕ. Вĕсем килте тумалли заданисене мĕнлерех пурнăçланине те тĕрĕслесе тăмалла. Çул çинче асăрхануллă пулмалли пирки те куллен аса илтермелле. Нумаях пулмасть Васан ял поселенине кĕрекен ялсенче, хĕрарăмсен канашĕн членĕсемпе пĕрле воспитани темипе калаçусем ирттертĕмĕр. Каçхине 9 сехетрен пуçласа 11 сехетчен пынă калаçусенче хĕрарăмсем çемьепе çыхăннă питĕ çивĕч ыйтусене çĕклерĕç. Вĕсене эпир пĕрле сỹтсе яврăмăр. "Сывă та çирĕп çемье _ çĕршывăн шанчăклă малашлăхĕ" темăпа тухса калаçнă май, мана, педагогика ĕçĕн ватă ветеранне, хĕрарăмсем нумай ыйтусем пачĕç. Ĕмĕрĕпе шкулта ĕçлесе воспитани ĕçĕнче пухнă пуян опытпа усă курса, вĕсен ыйтăвĕсене май килнĕ таран туллинрех хуравлама тăрăшрăм эпĕ. Усăллă калаçушăн хĕрарăмсем мана тата ял поселенийĕн пуçлăхне С.В.Ястребова, хĕрарăмсен канашĕн членĕсене чĕререн тав турĕç. Çакнашкал калаçусене малашне те ирттерме калаçса татăлтăмăр. Кун пек мероприятисене районти ытти ялсенче те йĕркелеме сĕнетĕп. Ялсенчи учительсем, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем вĕсене активлă хутшăнасса шанас килет.



"Шăмăршă хыпарĕ"
13 сентября 2006
00:00
Поделиться