Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çынна пулăшни çĕре ỹкмест

ВАТĂ çынна пулăшнипе никам та ывăнса ỹкмест пулĕ. Çакна Пуянкассинчи тулли мар вăтам пĕлỹ паракан шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем лайăх ăнланаççĕ. Кашни çулах аслăрах классенче вĕренекен ачасем ЧАССР тава тивĕçлĕ вĕрентекенне Евгения Ильинична Алексеевана, нумайранпа чирлесе пурăнакана, 1 группа инвалидне, çĕр улми пухса кĕртме пулăшаççĕ. Кăçал та 8 класра М.Спиридонов, С.Пушкин, Г.Афанасьев, П.Волков, А.Горбунов, С.Макарова, Л.Угарина, А.Афанасьева, В.Терентьева ăс пухакансем савăнсах ватă çын пахчинче ĕçлерĕç. Вĕсемпе пĕрле Л.И.Тимофеева вĕрентекен пулчĕ, пулăшса тăчĕ. Каласа пулать, Пуянкасси шкулĕнче вĕренекенсем ялти ытти ватăсене те пулăшма васкаççĕ, çавна май тав сăмахĕсене çеç илтеççĕ. Çынна пулăшни çĕре ỹкмест, ырă ĕç тăвакансене ял-йыш та хисеплет. Учительсем ачасене ырă чунлă пулма, ваттисене хисеплеме вĕрентеççĕ, ĕçе юратма хăнăхтараççĕ. Ватă çынсене хисепленĕшĕн, манманнишĕн Пуянкасси ял поселенийĕн пуçлăхне В.Н.Алексеева, шкул дирекцийĕпе ачасене чĕререн хам ятран тав тăватăп.



"Шăмăршă хыпарĕ"
13 сентября 2006
00:00
Поделиться