Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çĕр улми кăлараççĕ, хăмла татаççĕ

Пăчăрлă Пашьел ял поселенийĕн территорийĕнчи хуçалăхсем тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсене тирпейлĕ пуçтарса кĕртрĕç. "Бездна" фермер хуçалăхĕ халĕ 10 гектар çинче çитĕнтернĕ çĕр улмине кăларса пухать. Çак ĕçре А.Сатеев фермера ялти вăтам шкулта вĕренекенсем пысăк пулăшу параççĕ. "Нива" ЗАОра вара хăмла татаççĕ. Кунта та кĕçĕн классенче вĕренекенсем ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле тăрăшса ĕçлеççĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
13 сентября 2006
00:00
Поделиться