И УЛМИ, ÇĔР УЛМИ...
ВЫРМА вĕçленнипех ялта ĕç пĕтмерĕ: ватти-вĕтти паян васка-васка çĕр улми кăларать. Пĕрлешỹллĕ хуçалăхсемпе фермерсем пурĕ те 200 гектара яхăн çеç çĕр улми çитĕнтернĕ пулсан, килти хушма хуçалăхсенче "иккĕмĕш çăкăр" лаптăкĕ темиçе хут пысăкрах. Тухăç та кăçал начар мар, çăвĕпех тар тăкни сая кайман. Çапли çапла та... çĕр улми хакĕ ытла та йỹнĕ-çке. Маларах усламçăсем пĕр килограмне пилĕк тенкĕпе, унтан _ тăватă, каярахпа виçĕ тенкĕпе туянатчĕç. Халĕ хак икĕ тенкĕ çурăран та чакрĕ. Пĕр тенке юлать тесе те калаçаççĕ. Тап-таса та шултра çĕр улмине йỹнĕпех тыттарса ярас килмест те, анчах нимĕн те тăваймăн. Районта хатĕрлев енĕпе ĕçлекен организаци çукки, çĕр улми пуçтарма пĕр кооператив та йĕркелеменни халăха самаях пăшăрхантарать. "Килес çул кун чухлĕ çĕр улми лартмастăп, чĕкĕнтĕр е утă туса илни тупăшлăрах", - çапла каланине паян темиçе çынран та илтме пулать. "Иккĕмĕш çăкăра" пуçтарса кĕртнĕ чух те тăкаксем пысăк. Тракторпа кăларас тесен, пĕр сотăйшăн çирĕм тенкĕрен кая мар тỹлемелле. Лаша хуçисем те сахал ыйтмаççĕ. Пуçтарма çын чĕнетĕн _ тăкаксем татах ỹсеççĕ. Турттарса килме те "кĕмĕл" кирлĕ. Мĕн хака кайса ларатăн-ши эсĕ ял çыннишĕн пĕр килограмм çĕр улми? Район центрĕнче пурăнакан юлташпа шутласа пăхрăмăр та, пĕр килограмм улма хăй хаклăхĕ икĕ тенкĕ патнех пуçтарăнать иккен. Хамăн статьяра эпĕ çĕр улми лаптăкне чакарма агитацилеместĕп, ун пирки шутлама та кирлĕ мар. "Иккĕмĕш çăкăра" туянас ĕçре йĕрке кирлехчĕ, тетĕп. Кун пирки "АПК аталанăвĕ" наци проектĕнче те палăртнă, вырăнсенче ял хуçалăх потребитель кооперативĕсене йĕркелеме сĕннĕ. Ун чух хамăр çитĕнтернĕ пахча-çимĕçе хаклăрах хакпа вырнаçтарма та май килĕччĕ. Пахча-çимĕç пирки сăмах хускалнă май, суханпа кишĕре тата хĕрлĕ чĕкĕнтĕре сутас тĕлĕшпе те йывăрлăхсем нумаййине палăртса хăварас килет. Çак культурăсене пысăк лаптăк çинче çитĕнтерме хăраса тăратăн _ кайран ăçта вырнаçтарăн-ха? Хатĕрлев енĕпе йĕркелекен кооперативсем хăçан ĕçлесе кайĕç-ши? ... СТАТЬЯНА пичете панă хыççăн çакăн пек хыпар пĕлтĕм: Шăмăршăри "Коммунальник" МУП халăхран çĕр улми туянма тытăннă иккен. Пĕр килограмне 2 тенкĕпе йышăнаççĕ.