Ял историйĕ - куç умĕнче
Раççей Геройĕ Олег Долгов çуралнăранпа 30 çул çитнине халалласа Кивĕ Чукалта иртнĕ фестивале хутшăннисем вырăнти шкулти историпе краеведении музейне те кĕрсе курчĕç. Учительсем 11 çул каялла йĕркелесе янă музейра _ вăл 2 кабинета йышăнать _ курăмлă экспонатсемпе паха материалсем нумай. Музей ĕç-хĕлне обществăлла майпа йĕркелесе пыракан, шкулта ачасене пĕр улшăнми вăтăр икĕ çул математика вĕрентекен А.И.Малеева вĕсемпе хаваспах паллаштарчĕ. Анжелина Ивановна хăйĕн тивĕçне юратса та чун-чĕре ăшшипе туса пыни тỹрех сисĕнчĕ. Кашни ушкăна вăл кăмăллăн кĕте-кĕте илчĕ. Паллă событие тĕпе хурса, учительница хăйĕн калаçăвне Олег Долгова халалланă стендран пуçларĕ. Витринăра та Геройпа çыхăннă материалсем сахал мар. Унта Шамкайра çуралнă паттăр çинчен каласа паракан статьясемлĕ тĕрлĕ изданисем тирпейлĕн упранаççĕ, çав шутра _ "Шăмăршă хыпарĕн" номерĕсем те. Ачасем Геройăн Самара облаçĕнчи Луначарское паççулккинче пурăнакан амăшĕпе _ Любовь Петровнăпа тата унти шкулта вĕренекенсемпе çырусем те çỹретеççĕ (Олег пĕрремĕш класс пĕтерсен çемье çав вырăна куçса кайнă). Вĕренекенсене патриотла воспитани парассинче "Олег Долгов яланах пирĕнпе" экспозици паллă вырăн йышăнать. Пăва уесĕнчи халăх вĕрентĕвĕн комиссарĕн Егор Карзановăн пурнăçĕпе ĕç-хĕлне çутатакан экспозици иллюстрацисемпе, тĕрлĕ материалсемпе пуян. Л.И.Денисова учительница хăйĕн хĕрĕпе _ Ленăпа _ туса хатĕрленĕ Карзановсен йăх-несĕлĕ ăруран-ăрăва куçса-сарăлса пынине кăтартакан схемăна та лайăхпа палăртрĕç хăнасем. Çакнашкал "Несĕл йывăçĕсем" хальлĕхе 10 ытла. Йăхсене тĕпчесси малалла пырать. Кивĕ Чукалта РФ тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх артисчĕ Мефодий Денисов (1922-1998) çуралса ỹсни яла илем кỹрет. Хамăр республикăра кăна мар, Раççейĕпех паллă юрăç искусствăра паллă йĕр хăварнă. Мефодий Ивановича халалланă уйрăм кĕтес те пур музейра. Стендра _ чаплă артистăн тĕрлĕ çулсенчи сăн ỹкерчĕкĕсем. Кунтах унăн кĕпе-тумтирĕ те упранать. Витринăра _ артист çинчен çырнă статьясемлĕ тĕрлĕ хаçатсем, кĕнекесем, илемлĕ афишăсем, юрăсен пластинкисем. Аслă Отечественнăй вăрçăра пуç хунă паттăр салтаксен, вăрçă участникĕсен, тыл ĕçченĕсен, Афганистанра çар тивĕçне пурнăçланă ял çыннисен, педагогика ĕçĕн ветеранĕсен, шкул выпускникĕсен _ Раççей Çарĕн офицерĕсен, фронтовик-офицерсен тата ыттисен списокĕсемпе, сăн ỹкерчĕкĕсемпе паллаштаракан стендсем килес ăрусемшĕн те усăллă пулĕç. Ялти пĕрремĕш шкул çурчĕн фанерăпа картонран ăсталанă макечĕ питĕ илемлĕ курăнать. Ăна педагогика ĕçĕн ветеранĕ Антон Петрович Малеев тунă-мĕн (шкул çуртне 1907 çулта хута янă пулнă). Макетпа юнашар _ иртнĕ ĕмĕрти 20-мĕш çулсенчи патефон. Мăн асаттесемпе асаннесем ĕлĕк-авал усă курнă ĕç хатĕрĕсем, тăм савăт-сапасем, кĕпе-тумтир тата ытти япаласем музейра вырăн тупни питĕ паха. Çапла, курмалли-тĕлĕнмелли кунта нумай. Музей çĕнĕ экспонатсемпе, материалсемпе пуянлансах пырать. Килес çул, акă, ялти пĕрремĕш шкул уçăлнăранпа 100 çул çитет. Çавна май кунта вĕрентỹ ĕçĕн историне çутатакан çĕнĕ экспозици йĕркелеме палăртаççĕ. Шкулти педагогсем ялта музей уçни питĕ вырăнлă. Унти тĕрлĕ экспонатсемпе, паха материалсемпе, пысăк пĕлтерĕшлĕ документсемпе килес ăрусем те кăсăклансах паллашĕç.