Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Вырма вĕçленчĕ

"Мир" ЗАОра иртнĕ эрнере вырма ĕçĕсем вĕçленчĕç. Тухăç начар мар, уйрăмах кĕр тыррисем савăнтараççĕ. Вырмара А.Минуллов, В.Актемов, С.Гимадиев комбайнерсем, В.Паймин, А.Камалтдинов, Ф.Куропаткин водительсем, ытти ĕçченсем ырă тĕслĕх кăтартрĕç. Хальхи вăхăтра хуçалăхра кĕр аки пырать. Кĕр тыррисене 300 гектар акмалла пулсан, 200 гектар ытла акнă ĕнтĕ. СКП-2,1 сеялкăпа Г.Хафизов механизатор тухăçлă ĕçлет.



"Шăмăршă хыпарĕ"
06 сентября 2006
00:00
Поделиться