Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Сентябрĕн 7-мĕшĕнче _ финал

Район кубокĕшĕн пыракан футбол вăййинче, çурма финалта, Шăмăршă ял поселенийĕн "Центр" тата Пуянкасси ял поселенийĕн "Заря" командисем тĕл пулнă. Вăйă 7:1 шутпа, шăмăршăсем çĕнтернипе вĕçленнĕ. Финалти вăйă сентябрĕн 7-мĕшĕнче, Шăмăршăри стадионра пулса иртет. "Центр" Шăмăршăри тĕп больница командипе тĕл пулĕ. Калас пулать, больница футболисчĕсем маларах шалти ĕçсен пайĕн командине 6:4 шутпа çĕнтернĕччĕ. Пурне те стадиона, финалти вăййа пырса курма чĕнетпĕр, спорт тусĕсем! Вăйă 17 сехет те 30 минутра пуçланать.



"Шăмăршă хыпарĕ"
06 сентября 2006
00:00
Поделиться