Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пĕрремĕш депутатсем Чăваш АССР Верховнăй Советне Шăмăршă районĕнчен суйланă чăн малтанхи депутатсем

Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн пĕрремĕш созыври суйлавĕ 1938 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче пулса иртнĕ. Пурĕ 96 депутат суйланă. Çав шутран Шăмăршă районĕнчен икĕ депутат _ Анна Ивановна Воронцова тата Варвара Игнатьевна Журавлева (Падиарова). А.И.Воронцована 95-мĕш Шăмăршă суйлав округĕпе депутата суйланă. Вăл 1916 çулта çуралнă, вырăс, вăтам пĕлỹ илнĕ, Чăваш АССР Наркомпросĕн инспекторĕнче ĕçленĕ. В.И.Журавлева _ 96-мĕш Пашьел суйлав округĕнчен суйланнă депутат. Вăл 1919 çулта çуралнă, чăваш, 7 класлă пĕлỹ илнĕ, Асанкассинчи "Юлташ" колхозри письмоносец (ун чух почтальона çапла каланă). А.И.Воронцова 1947 çулхи февралĕн 9-мĕшĕнче пулса иртнĕ иккĕмĕш созыври суйлавра та 95-мĕш Шăмăршă округĕпе Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн депутатне суйланнă. Ун чух вăл, вăтам пĕлỹ çеç илнĕ пулин те, Чăваш АССР Социаллă тивĕçтерỹ министрĕнче ĕçленĕ. Иккĕмĕш созывра 96-мĕш Васан суйлав округĕпе Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн депутачĕ пулма ВКП(б) Шăмăршă райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ Иван Васильевич Дубов суйланнă. Вăл 1904 çулта çуралнă, вырăс, вăтам пĕлỹ илнĕ. И.В.Дубова кандидата "Юлташ", "25 лет Чувашии", "Заря свободы" колхозсен ĕçченĕсем тăратнă. 1951 çулхи февралĕн 18-мĕшĕнче пулса иртнĕ суйлавра (виççĕмĕш созыв) 95-мĕш Шăмăршă суйлав округĕпе Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн депутачĕ пулма А.П.Васильевана, 96-мĕш Пашьел суйлав округĕпе И.В.Дубова суйланă. Агафия Петровна Васильева Васанти 7 çул вĕренмелли шкулта учительница пулса ĕçленĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
06 сентября 2006
00:00
Поделиться