Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Гражданла хỹтĕленĕ уйăхлăхĕ

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн С.Гапликовăн кăçалхи августăн 10-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн, сентябрĕн 4-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 4-мĕшĕччен республикăра гражданла хỹтĕленỹ уйăхлăхне ирттерме палăртнă, çак тапхăрта туса ирттермелли мероприятисен планне çирĕплетнĕ. Унпа килĕшỹллĕн, уйăхлăх вăхăтĕнче: вырăнти самоуправлени органĕсенче тата организацисенче гражданла оборона, халăха тата территорие чрезвычайлă лару-тăруран, пушартан хỹтĕлес мероприятисене лайăхлатас тĕлĕшпе смотр-конкурс ирттермелле; гражданла оборона нормативĕсене тултарас, чрезвычайлă лару-тăруран тата пушартан хỹтĕлес тĕлĕшпе организацисем çумĕнче çăлавçăсен формированийĕсен ăмăртăвĕсене йĕркелемелле; вырăнти самоуправлени органĕсемпе организацисенче рабочисемпе служащисене гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăруран хỹтĕленме вĕрентмелли Вĕрентỹ бази мĕнле шайра пулнине палăртма смотр-конкурс ирттермелле; вĕрентỹ заведенийĕсене методика пулăшăвĕ памалла, чрезвычайлă лару, пушар хăрушсăрлăхĕ, çул-йĕр çинчи асăрхануллă пуласси пирки калаçусем ирттермелле, викторинăсемпе конкурссем йĕркелемелле; чрезвычайлă лару-тăруран асăрханасси тата инкеке мĕнле сирсе ярасси, çул-йĕр тата шыв çинчи хăрушсăрлăх, гражданла оборона историйĕпе унăн аталану çул-йĕрĕ пирки массăллă информаци хатĕрĕсенче материалсем пичетлемелле; гражданла оборона ветеранĕсемпе, аварисемпе катастрофăсене, çут çанталăк инкекĕсене пĕтерме хутшăннă çынсемпе тĕл пулусем йĕркелемелле.



"Шăмăршă хыпарĕ"
06 сентября 2006
00:00
Поделиться