Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"Асăрханăр, ачасем!" операци

Сентябрĕн 1-мĕшĕнче çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланчĕ. Капăр тум тăхăннă, кĕнеке-тетрадь чикнĕ сумкисене çурăм хыçне çакнă ача-пăча çул çине йышлăн тухать. Çуллахи каникул вăхăтĕнче тимлĕхе çухатнăскерсем, çул-йĕр правилисене маннăскерсем инкек-синкеке лекес хăрушлăх тухса тăрать çак вăхăтра. Çавна май, профилактика ĕçĕсене йĕркелес тĕллевпе, августăн 20-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 20-мĕшĕччен ГИБДД сотрудникĕсем "Асăрханăр, ачасем!" акци ирттереççĕ. Çапах та тивĕçлĕ органсем тăрăшни кăна çителĕклĕ мар, ашшĕ-амăшĕсем ывăлĕ-хĕрĕсене асăрхануллă пулма вĕрентни, çул-йĕр правилисене аса илтерни те пăсмасть.



"Шăмăршă хыпарĕ"
06 сентября 2006
00:00
Поделиться