"Вĕрентỹ" наци проекчĕ, пурнăçланă ĕçсем, умра тăракан задачăсем
2006 çулхи январьте пирĕн çĕршывра "Вĕрентỹ" наци проекчĕ старт илчĕ. Проектăн тĕп тĕллевĕ _ шкулта пĕлỹ парассин пахалăхне ỹстересси. Çак проблема республика тата район шайĕнче темиçе çул каяллах пурнăçланма тытăннă. 2004-2005 çулсенче районта хальхи вăхăтри ыйтусене тивĕçтерекен вĕрентỹпе пурлăх базиллĕ виçĕ ресурс центрĕ йĕркеленĕ, Палтиелĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулта кадет класĕ уçăлнă. "Шкул автобусĕ" программăпа килнĕ 9 автобуспа 7 ялти 354 ачана куллен турттаратпăр. Вĕренекенсен харпăр-хăй вĕренỹ ыйтăвĕсене тивĕçтерес тĕллевпе, районти шкулсене профиллĕ вĕрентỹ çине куçарма задача лартнă. 2005 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен 9-мĕш классенче профиль умĕнхи хатĕрленỹ ĕçĕсем пуçланнă. Базăллă виçĕ шкулта профиллĕ вĕрентỹ пырать те ĕнтĕ. Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулта Чукал тата Кивĕ Чукал шкулĕсенче вĕренекенсем валли сетьлĕ профиллĕ вĕрентỹ йĕркелеме палăртатпăр. Кунта профиллĕ вĕрентĕвĕн виçĕ енĕ тата универсаллă пĕр класс уçăлаççĕ. Палтиелĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкул никĕсĕ çинче те профиллĕ вĕрентĕвĕн виçĕ енĕпе универсаллă пĕр класс уçăлĕ, Патирекпе Анат Чаткас шкулĕсен ачисем валли кунта сетьлĕ профиллĕ вĕрентỹ йĕркелетпĕр. Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулта профиллĕ вĕрентĕвĕн 6 енне тата 2 лицей класĕ уçма палăртнă, вĕсенче Виçпỹрт Шăмăршă, Пуянкасси, Карапай Шăмăршă ачисем вĕренĕç. Пĕтĕмпе вара профиллĕ вĕрентĕвĕн 7 енĕпе ĕçлекен 14 класс уçăлĕ. Кăçалхи вĕренỹ çулĕнче профиль класĕсене выпускной экзаменсем тата ачасем профиль енĕпе суйласа илнĕ экзаменсен кăтартăвĕсем тăрăх йышăнатпăр. Анат Чаткасри, Васанти, Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкулсенче универсаллă класра профиллĕ вĕрентĕве хатĕрлеме Патăрьелĕнчи 7-мĕш профтехучилищĕпе пĕрле туса пырĕç, вунпĕрмĕш класра вĕренекен хĕр ачасем повар тата кондитер, арçын ачасем ЭВМ операторĕн специальноçĕсене алла илĕç. Районти шкулсем улттăмĕш çул ĕнтĕ пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕ ирттерес тĕлĕшпе Пĕтĕм Раççейри эксперимента хутшăнаççĕ. Ют чĕлхе тата информатикăсăр пуçне, ЕГЭ пур предметпа та ирттернĕ. ЕГЭ кăтартăвĕсем тăрăх, иртнĕ çулхипе танлаштарсан выпускниксем кăçал физикăпа экзамена лайăхрах тытнă. Лицейра вĕренекенсем математика тата вырăс чĕлхи предмечĕсемпе тарăн пĕлỹ илнине кăтартса панă. 23 выпускникран 20-ĕшĕ экзаменсене "4" тата "5" паллăсемпе тытнă. Çав вăхăтрах районти шкулсенче математикăпа вĕренекенсен 27 проценчĕ, вырăс чĕлхипе 7 проценчĕ экзаменсене тытайман. Математикăпа Пуянкасси тата Палтиел шкулĕсен выпускникĕсен кăтартăвĕсем уйрăмах питĕ япăх. Иртнĕ вĕренỹ çулĕпе танлаштарсан, 9-мĕш классем заданисене лайăхрах пурнăçланă. Вĕрентỹ пахалăхĕ аслă шкулсене миçе çамрăк вĕренме кĕнинчен те лайăх курăнать. Енчен те 2005 çулта районти 98 выпускник аслă шкулсене вĕренме кĕнĕ пулсан, 2006 çулта 118 выпускник (45 проц.) вĕренме кĕме пултарнă. Наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, хальхи ыйтусене тивĕçтерекен информаци технологийĕсене алла илесси пысăк вырăн йышăнать. Районта 20 вĕренекене 1 компьютер тивет, пур шкул та Интернетпа çыхăннă, 11 вăтам тата тĕп шкултан 10-ĕшĕн хăйсен сайт пур, 7 шкулта спутник антенни вырнаçтарнă. Паян Шăмăршă, Карапай Шăмăршă, Пăчăрлă Пашьел тата Палтиел шкулĕсен учителĕсемпе вĕренекенĕсем Пĕтĕм тĕнчери сетье кĕреççĕ, вĕрентỹ процесĕнче информаципе коммуникаци технологийĕпе усă кураççĕ. Çав вăхăтрах, телефон çыхăнăвĕ япăх пулнипе, Карапай Шăмăршăри вăтам шкул çулталăк хушшинче Интернет сетьĕнче 25 сехет, Васанти вăтам шкул _ 24 сехет, Кивĕ Чукалти вăтам шкул _ 3,6 сехет, Пуянкассинчи вăтам шкул 4,4 сехет çеç ĕçлеме пултарнă. Чукалти вăтам шкул вара Интернета тухма та пултарайман. 2005-2006 вĕренỹ çулĕнче районти олимпиадăсене пурĕ 454 вĕренекен хутшăннă пулсан, вĕсенчен 115-ĕшĕ призер пулса тăнă. Уйрăмах Карапай Шăмăршă тата Анат Чаткас шкулĕсенче призерсен йышĕ ỹснĕ. Çав вăхăтрах Пăчăрлă Пашьел, Чукал шкулĕсенче пултаруллă ачасемпе çителĕксĕр ĕçленине палăртмалла, вĕренекенсене районти тата республикăри олимпиадăсене хутшăнма хатĕрлессишĕн тăрăшмаççĕ. Районти 12 шкул ачи район пуçлăхĕн стипендине илсе тăрать, пĕр вĕренекен вара _ Чăваш Республикин Президенчĕн стипендиачĕ. Палтиел тата Шăмăршă шкулĕсенчи 2 вĕренекен-выпускник "Чувашия" фонд стипендине илсе тăраççĕ. Хальхи вăхăтра районти шкулсенчи учительсен 66,5 проценчĕ квалификаци категорине илнĕ. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче 62 педагог вĕрентỹ институтĕнче хăйсен квалификацине ỹстернĕ. Аттестаци кăтартăвĕсем тăрăх 18 педагогран 17-ĕшĕ пĕрремĕш квалификаци категорийĕ илнине çирĕплетнĕ, 6 учитель чи пысăк квалификаци категорине илнĕ. 2005-2006 вĕренỹ çулĕнче районти шкулсенче 44 кружокпа 20 секци ĕçленĕ, вĕсене 1502 ача çỹренĕ. Шкул ачисен 40 проценчĕ спорт секцийĕсенче сывлăха тĕреклетет. Шкулти воспитани ĕçне пур педагог та хутшăнать, анчах тĕп йывăрлăх класс руководителĕсем çине тиенет. Шкулсенче 145 класс руководителĕ ĕçлет, вĕсем хушшинче хăйсен ĕçĕсене чун-чĕререн тăрăшса туса пыракансем сахал мар. Класс руководителĕсене хушса тỹлени патшалăх шкул умне лартнă тĕп функцие _ воспитани ĕçне лайăхлатма пулăшасса шанас килет.