Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Учительсем канашларĕç, çĕнĕ тĕллевсем палăртрĕç

СТРАТЕГИЛЛĔ малашлăха пăхас-тăк, вĕрентỹ обществăна, патшалăха аталантарма кирлĕ питех те пĕлтерĕшлĕ ресурс пулса тăрать. Çавна шута илсе ĕнтĕ çĕршывра "Вĕрентỹ" приоритетлă наци проекчĕ туса хатĕрленĕ. Наци проекчĕн тĕп сыыпăкĕсем çаксем шутланаççĕ: класс ертỹçи пулнăшăн укçа-тенкĕ хушса тỹлесси; чи ăста вĕрентекенсене хавхалантарасси; çĕнĕлле, эффективлăрах ĕçлекен шкулсене хавхалантарасси; вĕренĕве информатизацилесси; пултаруллă çамрăксене пулăшса пырасси; вĕрентỹ оборудованийĕпе, шкул автобусĕпе тивĕçтересси. "Вĕрентỹ" наци проекчĕ районта мĕнле пурнăçланать-ха, вăл кăларса тăратнă задачăсене пурнăçлас тĕлĕшпе мĕнлерех ĕçлемелле? Шăпах çак ыйтусене сỹтсе яврĕç те ĕнтĕ районти учительсем хăйсен августăн 29-мĕшĕнче пулса иртнĕ канашлăвĕнче. Шăмăршăри Культура керменне пуçтарăннă 300 ытла учитель шкул малашлăхĕ пирки, вĕрентỹри çивĕч ыйтусене мĕнле татса парасси çинчен шухăшларĕ. Учительсен канашлăвне Шупашкартан хисеплĕ хăнасем _ Раççей Федерацийĕн Граждан оборони, чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕ, пирĕн ентеш В.Н.Петьков, "Чăвашстрой" ООО директорĕ, пирĕн районти Пăчăрлă Пашьелĕнче çуралса ỹснĕ В.Ф.Ермолаев, Чăваш Республикин Вĕрентỹ министерствин ертсе пыракан специалисчĕ Н.В.Андреева килнĕ. Канашлăва, учительсене чун-чĕререн саламласа, район пуçлăхĕ В.П.Фадеев уçрĕ. Чăн малтан, районти шкулсенче пуçласа вĕрентме пуçлакан 5 çамрăк учителе ăшшăн саламларĕç, телейлĕ çул сунчĕç. "Вĕрентỹ" сферин наци проекчĕ тата районти вĕрентỹ системине модернизацилес ĕçри унăн пĕлтерĕшĕ" ыйтупа район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политикин тата культура пайĕн начальникĕ Н.Г.Игнатьева тухса калаçрĕ. Доклада сỹтсе явма çаксем хутшăнчĕç: Л.Н.Иванова, Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкул директорĕ; С.Р.Сандркина, Палтиелĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкул директорĕн çумĕ; С.Г.Жилкина, районти вĕрентỹ тата наука ĕçченĕсен профсоюз комитечĕн председателĕ; Л.В.Савельева, Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкулти ют чĕлхесен учителĕ; Н.Ф.Ухтиярова, Анат Чаткасри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкул директорĕн çумĕ; В.Н.Петьков, Раççей Федерацийĕн Граждан оборони, чрезывчайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕ. Вĕрентỹпе воспитани ĕçĕнче уйрăмах пысăк çитĕнỹсем тунă учительсен ушкăнне РФ Вĕрентỹ тата наука министерствин, ЧР Вĕрентỹ министерствин, ЧР Патшалăх Канашĕн, район администрацийĕн тата вĕрентỹ пайĕн Хисеп грамотисемпе наградăларĕç. Канашлура вĕренекенсен районти Спартакиадин çĕнтерỹçисене, шкулсен территорийĕсене тирпей-илем кĕртес, чечексем çитĕнтерес тĕлĕшпе ирттернĕ конкурсра мала тухнисене, чечексен выставкинче çĕнтернисене чысларĕç. Канашлура район пуçлăхĕ В.П.Фадеев сăмах тухса каларĕ, "Вĕрентỹ" наци проекчĕпе тата район экономикине аталантарассипе çыхăннă çивĕч ыйтусене çĕклерĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
02 сентября 2006
00:00
Поделиться