Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Район Пухăвĕн депутачĕсен ларăвĕ

АВГУСТĂН 30-мĕшĕнче Шăмăршăра район Пухăвĕн депутачĕсен черетлĕ 5-мĕш ларăвĕ пулса иртнĕ. Ун ĕçне, депутатсемсĕр пуçне, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем, предприятисемпе ял хуçалăх предприятийĕсен тата организацисен ертỹçисем хутшăннă. Ларăва район пуçлăхĕ В.П.Фадеев уçнă тата ертсе пынă. Лару кун йĕркине кĕртнĕ 5 ыйтăва пăхса тухнă, тивĕçлĕ йышăнусем тунă. Шăмăршă районĕн 2006 çулхи пĕрремĕш çур çулти бюджечĕ мĕнле пурнăçланни çинчен район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Е.П.Кудрявцева пĕлтернине итлесе шута илнĕ. Район бюджечĕ тупăшсем енĕпе 53008,2 пин тенкĕ, тăкаксем енĕпе 52757,00 пин тенкĕ пурнăçланнă. Иккĕмĕш ыйтупа депутатсем "Шăмăршă районĕн 2006 çулхи бюджечĕ çинчен" Шăмăршă район Пухăвĕн депутачĕсем 2005 çулхи декабрĕн 5-мĕшĕнче кăларнă йышăнăва хăш-пĕр улшăнусемпе хушăмсем кĕртнĕ. Лару "Шăмăршă районĕнче 2006-2010 çулсенче вакцинопрофилактика ĕçĕсене пурнăçласси çинчен" районăн тĕллевлĕ программине çирĕплетсе хăварнă. Депутатсем Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйлас тĕлĕшпе ĕçлекен участокри суйлав комиссийĕсен йышне кандидатурăсем кĕртесси çинчен йышăну тунă. Çакăнпа лару хăйĕн ĕçне вĕçленĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
02 сентября 2006
00:00
Поделиться