Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Чечексем, чечексем, çут хĕвел шевлисем...

Учительсен августри канашлăвĕ пынă кун Шăмăршăри Культура керменĕнчи фойере чечексен выставки ĕçлерĕ, унта кашни шкул тенĕ пекех хутшăнчĕ. Комиссие чи лайăх чечекçĕсене палăртма çăмăл пулмарĕ. Çапах та хăйнеевĕрлĕхпе тата илемпе илĕртекен чечек çыххисене палăртмасăр хăвармарĕç: Пуянкассинчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкул пĕрремĕш, Анат Чаткасри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкул _ иккĕмĕш, Шăмăршăри "Ромашка" ача сачĕ виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Чечек çыххисене эстетика тĕлĕшĕнчен хитре йĕркеленĕшĕн Шăмăршăри искусствăсен шкулне, Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкула тата Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкула парнесемпе хавхалантарчĕç. Хаçатра пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ, районта шкулсен территорийĕсене илемлетессипе смотр-конкурс ирттерме йышăннă. Комисси конкурс кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕ. Территорие тирпей-илем кĕртессипе пĕрремĕш вырăна никама та паман, иккĕмĕш вырăна вара _ икĕ шкул _ Васан тата Патирек шкулĕсем тивĕçнĕ. Виççĕмĕш вырăнта _ Кивĕ Чукал шкулĕ. "Чи илемлĕ чечек пахчи" номинацире Васан шкулĕ пĕрремĕш, Чукал шкулĕ _ иккĕмĕш, Шăмăршă шкулĕ виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Комисси шкул территорийĕсене тирпейлĕ те илемлĕ тытас, чечексем ĕрчетес тĕлĕшпе малалла та тăрăшса ĕçлеме ырă сунать.



"Шăмăршă хыпарĕ"
02 сентября 2006
00:00
Поделиться