Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ĂМĂРТУ ПРОГРАММИ

9.00 Хресчен лавĕсене йышăнасси тата шута илесси. 9.30 Хресчен лашисен лавĕсен ăмăртăвĕ (командăра _ 3 çын) Программăра: халăх вăййисем, лашана сăвă-юрăра мухтани, лаша ĕрчетес ĕçе, ял хуçалăх ĕçĕсене тĕплĕн пĕлнине кăтартни, лаша кỹлесси, дистанци иртесси. 10.30 Рысаксене шута илесси тата шăпа ярасси. 11.30 "Дерби" призĕшĕн пĕрремĕш гит (2002 çулта çуралнă лашасем хутшăнаççĕ). Ăмăртăва хутшăнакан ытти лашасен малтанхи чупăвĕ. Экс-дерби (финала тухма май пур). Шăмăршăра 2003-2005 çулсенче иртнĕ "Дербие" хутшăннă рысаксене ăмăртма ирĕк параççĕ. 13.15 "Дерби" призĕшĕн иккĕмĕш гит. Дербистсене çакăн пек парнесем кĕтеççĕ: 1-мĕш вырăншăн _ Карнавал Кубокĕ; 2-мĕш вырăншăн _ Капля Кубокĕ; 3-мĕш вырăншăн _ Форсунья Кубокĕ. Финалти ăмăртусем: 13.30 а) Шăмăршă вăрман хуçалăхĕн призĕшĕн (1-4 вырăнсене йышăннисен ăмăртăвĕнче чи лайăх результат кăтартакана). 13.45 Анат Чаткасри С.А.Морозов колхоз конюхĕ çуралнăранпа 100 çул çитнине, унăн конюхра ĕçленĕ Петрпа Аркадий ывăлĕсене тата Анастасия хĕрне халалланă приз (малтан ăмăртнисен тата 5-8 вырăнсене йышăннисен финалĕн чи пĕчĕк 2 результачĕн сумми тăрăх). 14.00 Парнесем парасси. ШĂМĂРШĂ РАЙОНĔН ХИСЕПЛĔ ХАЛĂХĔ, ЛАША СПОРТНЕ ЮРАТАКАН ЧЫСЛĂ ХĂНАСЕМ! СИРЕ ПУРСĂРА ТА СЕНТЯБРĔН 16-МĔШĔНЧЕ ШĂМĂРШĂРИ ИППОДРОМА _ ЛАША СПОРЧĔН ЧĂН-ЧĂН УЯВНЕ ЧĔНЕТПĔР!



"Шăмăршă хыпарĕ"
02 сентября 2006
00:00
Поделиться