Тĕслĕ металсем йышăнассинче йĕрке тумаллах
Тĕслĕ металсем _ алюмини, чугун, пăхăр тата ытти те промышленноçра çав тери кирлĕ. Çавна май ăна халăхран та пуçтараççĕ. 15-20 çул каялла тĕслĕ металсене уйрăм пунктра йышăнатчĕç, вĕсене райпо уйăрса лартнă çынсем пуçтаратчĕç. Халĕ çак йĕрке улшăнчĕ. Ялсенче тĕслĕ металсене уйрăм çынсем хăйсен килĕсенчех йышăнаççĕ. Вĕсем патне ял çыннисем (уйрăмах çамрăксем) алюмини е чугун савăт-сапа леçе-леçе параççĕ. Тĕслĕ металсемшĕн, паллах, укçа илеççĕ. Сăмах та çук, шăтăк савăт-сапана кил-çуртран ăсатмаллах ĕнтĕ. Анчах та усă курма юрăхлă япаласенех тĕслĕ металсем тесе йышăнни, ман шутпа, йĕркеллĕ пулăм мар. Килти лайăх савăт-сапана никам та металлолом хакĕпе сутмасть ĕнтĕ. Усă курма юрăхлă япаласене предпринимательсем патне вăрăсем тата ĕçке ернĕ çынсем сĕтĕреççĕ. Ĕçкĕ сĕлкĕшне путнă çын килтен тем çаклатса тухма та хатĕр. Уншăн пуçа "юсаса" пултăр. Кукăр алăллă çынсем вара ют картише е мунчана кĕрсе чугунсем, флягăсем, хурансем, çатмасем, кастрюльсем çаклатса тухаççĕ, тĕслĕ металсем йышăнакансем патнелле таплатаççĕ. Савăт-сапашăн илнĕ укçана вĕсем çи-йĕнчех ĕçсе яраççĕ. Тепĕр кун вара мухмăрпа аптранă çынсем каллех "ухутана" тухасси пирки пуç ватаççĕ. Вĕсенчен уйрăмах ватăсемпе пĕччен пурăнакансем шар кураççĕ. Ял хуçалăх е промышленность предприятийĕсенчен тĕслĕ металсем вăрласа кайни пирки те илткелетпĕр эпир. Вăл е ку вырăнта такамсем юпасем çинчи алюмини пралуксене касса антарни çинчен калаçни те кĕркелет хăлхана. Паллă ĕнтĕ, пралуксем те тĕслĕ металсем йышăнакансем патне ăсанаççĕ. Çак йĕркесĕрлĕхе пĕтерме милицин участокри уполномоченнăйĕсене, ял поселенийĕсен администрацийĕсене анлăн явăçтармалла. Вĕсен тĕслĕ металсем йышăнакансен ĕç-хĕлне тĕрĕслесех тăмалла, лицензи ыйтмалла. Ман шутпа, кашни предпринимателĕн ятарлă тетрадь пулмалла, унта кам мĕн панине çырса хумалла. Ун пек чухне вăрланă япаласене тỹрех тупма пулĕччĕ. Килти усă курма юрăхсăр савăт-сапана е ыттине предприниматель патне леçес умĕн ял поселени администрацийĕнчен хăйĕн япалисем тесе ĕнентерекен справка çыртарса илмелле. Çапла майпа тĕслĕ металл йышăнассинче йĕрке тума пулĕччĕ.