Шкула кайма миçе тенкĕ кирлĕ?
Ачана шкула яма чăнласах миçе тенкĕ кирлĕ-ха? Пĕлекенсем каланă тăрăх, пĕрре те сахал мар. Хулара çеç мар, ялсенче те лайăхах сисĕнет çакă. Вĕрентỹ, çамрăксен политикипе культура пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, шкул ачиÇçулталăкÇтенкĕ схемăпа çывăхлатса шутласан та, кăçал пĕр шкул ачи... пĕлтĕрхинчен 3749 тенкĕ те 30 пус хакланнă-мĕн. Иртнĕ çул пĕр ачашăн 10649 тенкĕ те 40 пус тăкаклама тивнĕ пулсан, кăçал вара ку кăтарту 14398 тенкĕ те 70 пуспа танлашмалла иккен. Кунта çакна та каласа хăвармалла: ку шута учительсене ĕç укçи тỹлесси, ачасене вĕри апатпа тивĕçтересси, вĕренỹ хатĕрĕсемпе, спорт инвентарĕпе тивĕçтересси те кĕреççĕ.
"Шăмăршă хыпарĕ"