Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ыттисен çулне çутатса, Олег вилĕмсĕрлĕхе утнă

ПУРĂННĂ пулсан, Шамкай ялĕнче çуралнă Олег Долгов кăçалхи августăн 21-мĕшĕнче 30 çул тултармаллаччĕ. Питĕ шел, тăванĕсемпе, юлташĕсемпе пĕрле ăш-пиллĕ кĕрекере пуçтарăнса ларма, илемлĕ çамрăклăхри паллă куна палăртма, хăйĕн сывлăхĕпе тулли телейĕшĕн каланă тост сăмахĕсемпе савăнма пỹрмен ăна. 1996 çулхи январĕн 16-мĕшĕнче, çар операцийĕсенче ятарлă заданисем пурнăçлакан подразделенисен çулне çутатса, паттăр салтак вилĕмсĕрлĕхе утнă. 1994 çулхи декабрьте Олег Долгов салтак аттине тăхăннă. Çирĕп сывлăхлă, кĕрешỹ мелĕсене лайăх пĕлекен йĕкĕт (спортăн ку енĕпе вăл темиçе хутчен те чемпион пулнă) Шалти çарсен "Русь" подразделенийĕнче Конституци тивĕçне пурнăçланă. Сăпайлă та тавçăруллă воин "вĕри точкăра" _ Чечняра нумай хутчен хăюлăхпа палăрнă. 1996 çулхи январĕн 16-мĕшĕнче Олег Долгов рядовой Первомайски ялĕнчи заложниксене ирĕке кăларассишĕн пынă çар операцине хутшăннă. Подразделени командирĕ Долгова çакнашкал приказ панă: икĕ салтакпа пĕрле сылтăм флангри оборона позицийĕ патне çитмелле, Радуев ертсе пыракан бандитсен отрячĕпе çапăçакан спецназ ушкăнне патронсемпе тивĕçтермелле. "Тăхлан çумăрĕ" витĕр малалла шунă май Долгов 3 террориста тĕп тунă, хăйĕн тата юлташĕсен çулне автомат вут-хĕмĕпе уçса пынă. Боевиксем салтаксен ушкăнне асăрхаса, ун çине стрелоксен пĕтĕм хĕç-пăшалĕнчен пеме тытăннă. Пирĕн ентешĕмĕре пуля мăйран амантнă. Апла пулин те Олег çапăçуран тухман. Пĕр çурт çумĕнчи тăшманран хỹтĕленме май паракан меллĕ вырăна вăл алăран аманнă юлташне панă, кăштах çĕкленсе унăн суранне çыхма хатĕрленнĕ. Шăпах çак самантра тăшман снайперĕн пульли унăн пурнăçне татнă. Мухтавлă ентешĕмĕр тỹрех вилнĕ, вăл юлташĕсене пĕр сăмах та калама ĕлкĕреймен. Çар операцийĕсенче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн, РФ Президенчĕн 1996 çулхи июлĕн 20-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшỹллĕн, Олег Долгова Раççей Федерацийĕн Геройĕн ятне панă. Чаплă ентешĕмĕре пирĕн район çыннисем яланах асра тытаççĕ, салтак тивĕçне пурнăçласа вунтăххăртах пурнăçран уйрăлнă паттăр йĕкĕте асăнса тăтăшах тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеççĕ. Акă, августăн 25-мĕшĕнче, Олег Долгов çуралнăранпа 30 çул çитнине халалласа, "Паттăрлăх вилĕмсĕр" ятпа райадминистрацин вĕрентỹ, çамрăксен политикин тата культура пайĕн работникĕсем Кивĕ Чукалта интереслĕ мероприяти ирттерчĕç (Олег Долгов вĕреннĕ Шамкайри пуçламăш шкул Кивĕ Чукал шкулĕ çумĕнче шутланса тăнă). Кĕске сăмах каласа, район фестивальне райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕ Н.Игнатьева уçрĕ. Ун хыççăн клуб сцени çине районти çар комиссарĕ А.Маурин подполковник тухрĕ. Вăл Олег Долговăн çар службинчи паттăрла ĕçĕ çинчен каласа пачĕ, шкула Героя халалланă илемлĕ стенд парнелерĕ. Мероприятие килнисем Олег Долгова асăнса пĕр минут шăп тăчĕç. Чукал шкулĕнче вĕренекенсен ушкăнĕ вăрçăра вилнĕ ял çыннисене асăнса лартнă палăк умне гирлянда хучĕ. Салтак тумĕллĕ çак ачасемех автомашинăпа Шамкайне çитрĕç, ялти палăк умне гирлянда, Олег çуралнă çуртăн асăну хăми çине хитре чечексем хурса хăварчĕç. Кивĕ Чукалти шкулта вĕренекен Алевтина Мишкинапа Николай Малеев концерт программине ертсе пычĕç, Олег Долговăн кун-çулĕпе паллаштарчĕç. Концертра С.Кудряшов, М.Федорова, Т.Давыдова, И.Волкова, С.Хураськина (Шăмăршă), И.Смирнова, Е.Ильдяковапа А.Мандрюкова (Кивĕ Чукал), Л.Габитова (Палтиел), В.Зиновьева (Анат Чаткас) солистсем, Палтиелĕнчи "Ассорти", Шăмăршăри "Фламинго" (руководителĕ В.Кузьмина) тата "Антонина" (А.Нефедова) ташă ушкăнĕсем пысăк пултарулăх кăтартрĕç. Вырăнти шкулта 11 çул каялла учительсем историпе краеведени музейне йĕркелесе янă-мĕн. Фестивале килнисем тĕрлĕ экспонатсемпе, паха материалсемпе кăсăклансах паллашрĕç. Музей ĕçне йĕркелесе пыракан А.Малеева учительница Олег Долгова халалланă пысăк стенд та туса хатĕрленĕ иккен, витринăра та интереслĕ материалсем нумай. Спорт вăййисем фестивале илем кỹчĕç. Вĕсенче районти шкулсенче вĕренекенсен командисем вăй виçрĕç. Волейбол вăййинче пашьелсем _ пĕрремĕш, патирексем _ иккĕмĕш, кивчукалсем виççĕ-мĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен ăмăртăвĕнче Кивĕ Чукал, Чукал тата Шăмăршă шкулĕсенче вĕренекенсем тупăшрĕç. Кивĕ Чукалти Лев Карзанов ертсе пыракан секцири ачасем пĕрремĕш вырăнсене хăйсенчен ямарĕç. Тĕрлĕ виçе категорийĕсенче Н.Андреев, А.Ильин, А.Карзанов, В.Иванов чи вăйлисем пулчĕç. Абсолютлă чемпион ятне Е.Укин тивĕçрĕ. Хаваслă стартсенче Васан шкулĕ _ пĕрремĕш, Шăмăршă шкулĕ _ иккĕмĕш, Патирек шкулĕ виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç. Вĕрен туртассипе пашьелсен командине çитекенни пулмарĕ. Чукалсемпе анатчаткассем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Райадминистрацин вĕрентỹ, çамрăксен политикин тата культура пайĕн тĕп специалисчĕ А.Чумуркина ăмăртусенче призлă вырăнсем йышăннă вĕренекенсене Грамотăсемпе, сувенирсемпе чысларĕ. Фестивале килнисем шкул столовăйĕнче тỹлевсĕрех апатланчĕç. М.Карзановапа Н.Лубошнова поварсем пĕçерсе хатĕрленĕ тутлă апат кашнинех килĕшрĕ. Райадминистрацин вĕрентỹ, çамрăксен политикин тата культура пайĕ, Кивĕ Чукал ял поселенийĕн администрацийĕ, "Строитель" ООО (руководителĕ Н.Быков), "Агродор" ООО (В.Ефимов) мероприятин спонсорĕсем пулчĕç. Паллă ентешĕмĕре халалланă фестиваль чылайлăха асра юлĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
30 августа 2006
00:00
Поделиться