Алла ан тыт сигарет - ĕмĕре вăл кĕскетет
АЧАСЕМ çемьере ырă пулăмсене те, начар йăласене те ăша хываççĕ.Енчен те ашшĕ пирус мăкăрлантарать, çав вăхăтрах ывăлне табак сиенĕ пирки ăнлантарать пулсан, кун пек "лекцин" усси çук. Пирус мăкăрлантарма пуçланă май, вăл организма мĕн тери пысăк сиен кỹрсе тăни, ерипен-ерипен сывлăха хавшатса пыни пирки шутламаççĕ те çул çитмен ачасем. Табак сиенлĕхĕ пирки вĕсем кайран кăна, сывлăх начарланма пуçласан, аса илеççĕ. Пируса сăвăрмассерен организма 40 ытла сиенлĕ вещество _ никотин, кỹкĕртлĕ водород, уксуспа кăткă кислотисем, этилен, изопрен, сĕрĕм газĕ, тĕрлĕ сăмаласем, радиактивлă полоний тата ытти кĕреççĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ шыçăсен чирĕсен пуçаруçисем пулса тăраççĕ. Ỹпкене тата юна лексе, çак веществосем организма хавшатса пыраççĕ. Никотин пур органа та питĕ хытă сиенлет, чи малтан _ нервăсен тĕп системине. Ăна пула юн тымарĕсем пĕрĕнеççĕ, çав шутра пуç мими, чĕре, пỹресем патне пыраканнисем те. Пирус туртнă вăхăтра çыннăн пуç мимин тулашри сийĕ хумханать-пăлханать (возбуждается), кайран вара лăпланать. Ултавлă хавхалану туйăмне каялла тавăрас, "пуçа лайăх ĕçлеттерес" тесе, çын каллех сигарет тивертсе ярать. Çапла вара, сиенлĕ йăла çыннăн яланхи пурнăç йĕркине кĕрсе каять. Танлаштаруллă цифрăсем табакпа туслашнисене тарăн шухăша яма тивĕçлĕ. Сăмахран, 45 çул тултарнă хыççăнхи арçынсен чир-чĕрĕсен виççĕмĕш пайĕ пирус туртнипе çыхăннă. 40-49 çулхи арçынсем хушшинче, туртманнисемпе танлаштарсан, çын вилесси 3 хут пысăкрах, 60-64 çулхисем хушшинче _ 19 хут (!) Çак цифрăсемпе паллашнă хыççăн сигарет мăкăрлантаракансен тивĕçлĕ пĕтĕмлетỹ тумалла, никотин тыткăнĕнчен хăтăлма тăрăшмалла.