Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ĕççи вĕçленсе пырать

ÇАНТАЛĂК чăрмантарать пулин те, çĕр ĕçченĕн тĕллевĕ пĕрре: çу каçа тар тăкса çитĕнтернĕ тыр-пула вăхăтра, çухатусăр пухса кĕртесси. "Нива" хуçалăхра та механизаторсем уяр çанталăкпа туллин усă курма тăрăшаççĕ. Халĕ хирте икĕ комбайн ĕçлет: Владимир Чураковпа Валерий Корчаков урпана пухса çапаççĕ. Тухăçне хурлама çук. _ Хиртен йĕтем çине рейс хыççăн рейс тăватăп, - тет Александр Исаев водитель. Йĕтем çинче те хĕрỹ ĕç вĕрет. Ирина Игнатьева ертсе пыракан звено çĕнĕ тырра çийĕнчех тасатса сортлать, кĕлете кĕртет. Владимир Кузьмин машинист та маттур: ун тăрăшулăхне пулах ĕнтĕ сортировкăсем пĕр кăлтăксăр ĕçлеççĕ. Хĕрỹ тапхăрти тепĕр пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç _ улăма пухса урасене хывасси. Унсăрăн кĕр тыррисем акма çĕр хатĕрленĕ çĕрте чăрмавсем тухса тăма пултараççĕ. Хуçалăхра çакна та шута илнĕ _ хирте улăм урисен хисепĕ ỹссех пырать. Çакăнпа пĕрлех, хуçалăх ĕçченĕсене те çак выльăх апачĕпе туллин тивĕçтереççĕ. Пушаннă лаптăксене вара "хурçă утсем" тухаççĕ, тарăн касăсем чĕреççĕ. Сухара паян Анатолий Кадеев тăрăшуллă. Опытлă механизатор ĕç пахалăхĕ çине уйрăмах тимлĕ пăхать _ начар, ячĕшĕн çеç сухаласан, çитес çул тухăçсăр тăрса юласси те инçе мар. Асанкассисем кăçал кĕр тыррисене 110 гектартан кая мар акса хăварасшăн. Вĕсенчен 60 гектарĕ ыраш пулмалла, ытти _ кĕрхи тулă. Хальлĕхе Петр Беляков агрегачĕ 20 гектар ытла ыраш акма ĕлкĕрнĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
30 августа 2006
00:00
Поделиться