"Çуралчĕ" ялта кооператив
ЯЛ çынни яланах мĕн çитĕнтернине-ỹстернине, туса илнине вырнаçтарас ыйтупа пуçне ыраттарнă. Акă, ялсенче икшер-виçшер пуç ĕне усракансем те пур, анчах сĕтне ăçта хумалла-ха? Чĕмпĕр енчен килсе туянакансем хакне ытла та пĕчĕк хураççĕ. Хаш! сывлатăн та, вĕсенех парса яратăн. Урăх кама сутăн-ха? Аш-какай пирки те çавнах каламалла. Коммерсантсем выльăх хакне йỹнетсе ячĕç, сысна е вăкăр çитĕнтерни ял çыннине питех тупăш памасть. Çĕр улми, кишĕр, сухан сутнă чух те йывăрлăхсем тем чухлех. Çак кунсенче кăна-ха Карапай Шăмăршăра çакăн пек пăтăрмах пулса иртнĕ. Ютран килнисем малтан пĕр килограмм çĕр улмине пилĕк тенкĕпе туянма шантарнă, "хатĕрлесе хурăр, тепĕр эрнерен килетпĕр", - тенĕ. Тепĕр эрнерен, чăнах та, килеççĕ улшуçсем. Анчах пĕр килограмм çĕр улмине малтан калаçса татăлнă пек пилĕк тенкĕпе мар, виçĕ тенкĕ çурăпа çеç туянма пулаççĕ. Çынсем тарăхнипе шавлама пуçласан, ютсем пăрахса каяççĕ. Шăрăх çанталăкра кăларнă тем чул çĕр улмине ăçта чикмелле-ха? Ирĕксĕрех ютсем хыççăн кайса, çав хакпа та пулин туянма тархаслаççĕ. Хальхинче ютсем хăйсем услови лартаççĕ: "килограмшăн _ виçĕ тенкĕ, урăх пĕр пус та ỹстерместпĕр!" Йĕрен те, паратăн, çапла вара ял çыннисем улшуçсене темиçе тонна çĕр улмине йỹнĕ хакпах тыттарса янă. Хресчене ял хуçалăх продукчĕсене вырнаçтарма пулăшас тĕллевпех ĕнтĕ, "Агропромышленноç комплексĕн аталанăвĕ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, республикăра "Чăваш Республикинче 2006-2010 çулсенче ял хуçалăх портебитель кооперативĕсем йĕркелесси çинчен" тĕллевлĕ программа ĕçлеме пуçларĕ. Раççей Ял хуçалăх министерствипе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ çырнă килĕшỹпе Чăваш Енре вĕсене пурĕ 75 йĕркелеме палăртнă, 46 кредит, 21 продукци хатĕрлекен суту-илỹ кооперативĕсем пулĕç. Малтанхи "чĕкеçсем" курăнма пуçларĕç ĕнтĕ. Шăмăршă районĕнче иртнĕ кунсенче кăна-ха "Союз" (Г.Макаров, Кахăрлă Шăхаль) тата "Спутник" (А.Сатеев, Пăчăрлă Пашьел) кооперативсене регистрациленĕ. Иккĕшĕ те халăхран сĕт туянса выр-наçатарас ыйтупа ĕçлеме палăртаççĕ. Район администрацийĕн экономика пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, часах "Перекресток" (Л.Карзанова, Кивĕ Чукал), "Самсон" (М.Самсонов, Анат Чаткас), "Андриан" (А.Яковлев, Кивĕ Шăмăршă), "Дружба" (А.Санатуллин, Палтиел) кооперативсем те "çуралĕç". Кооперативсем юридици тытăмĕсем шутланаççĕ. Банксенчен кредит илме, çак укçапа хăйсен тытăмне çирĕплетме, ял халăхне пулăшма пултараççĕ. Урăхла каласан, ял çыннин малашне хăй туса илнĕ продукцие йỹнĕпе усламçăсене мар, тỹрремĕнех вырăнти кооператив урлă сутма, унран пулăшу илме май пулать. Хальлĕхе районта килти хушма хуçалăхра тытакан выльăх-чĕрлĕхе ветеринари тĕлĕшĕнчен тивĕçтерекен кооператив çук-ха, ун пекки паян питех те кирлĕ. Уйрăм çынсенчен выльăх-чĕрлĕх туянса, аш-какай комбинатне леçекен кооператив ĕçлесе каясса та ял халăхĕ тỹсеймесĕр кĕтет. Çавăн пекех çĕр улмине, ытти пахча-çимĕçе вырнаçтарма пулăшакан кооператив та халех кирлĕ. Кооперативсем йĕркелени ял çыннисене ĕç вырăнĕ тупса пама та пулăшĕ. Чукал енче мунча е вите пурисем туса сутакан кооператив йĕркелени те тупăшлă пек туйăнать. Çак ĕçе çамрăксем пĕр хăрамасăрах пуçăнма пултараççĕ. "Спутник" кооператив, кирлĕ оборудовани туянса, халăхран пухнă сĕте пакетсене тултарма тата потребительсене сутма палăртать. Ял халăхĕшĕн ку питĕ усăллă пулĕ. Килти хуçалăхри ытлашши сĕт сая каймасть, укçи те вăхăтра пырса кĕрет. Телейлĕ çул пултăр сирĕншĕн, наци проекчĕпе "çуралакан" кооперативсем!