Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çĕнтерỹçе _ "Чăваш Ен" фонд стипендийĕ

Пултаруллă çамрăксене асăрхаса хавхалантарасси республикăра йăлана кĕрсе пырать ĕнтĕ. Халĕ çĕр-çĕр яшпа хĕр ЧР Президенчĕн, район пуçлăхĕсен, ытти обществăлла пĕрлешỹсен ятарлă стипендине илсе тăраççĕ. Çак кунсенче кăна-ха мал ĕмĕтлĕ çамрăксен тата тепĕр ушкăнĕ "Чăваш Ен" фонд стипендине тивĕçнĕ. Ку йышра Шăмăршă лицейĕнче вĕреннĕ Наталья Тимофеева та пур. Вăл экологи олимпиадине хутшăнса мала тухнă. Наталья малашне уйăхсерен 600-шер тенкĕ илсе тăма тытăнать.



"Шăмăршă хыпарĕ"
30 августа 2006
00:00
Поделиться