Выраççĕ, çапаççĕ, вăрлăх хатĕрлеççĕ
"ЭХ, çумăр çуман пулсан паян урпана пĕтĕмпех çапса илеттĕмĕрччĕ..." - пăшăрханса калаçрĕ "Шанс" ООО ертỹçи В. Еремеев манпа тĕл пулнă чух. Тунти кун, чăнах та, çĕр ĕçченĕн кăмăлне чылай пăсрĕ. Кỹршĕллĕ районсенче хĕртсе хĕвел пăхнă чух (Шупашкар та "паян çумăр çумасть", - тесе шантарчĕ) пирĕн тăрăхра çумăр шăпăртатрĕ. Çанталăка хирĕç каяймастăн ĕнтĕ, уяр кунсенче тухăçлă ĕçлесен çухатнă вăхăта каялла тавăрма пулĕ-ха. Техника паркĕнче ларакан комбайнсем патĕнче "хир карапĕсен" капитанĕсемпе курса калаçрăмăр. Вĕсем "çумăр çăвать", - тесе ахаль тăмаççĕ, техникăна пăхса-юсаса яраççĕ. Н.Воробьев ывăлĕпе Алешăпа, В.Кузьмин ывăлĕпе Андрейпе вырмара хастар ĕçлени çинчен пĕлтерчĕç мана. А.Еремеевпа В.Пашкин иккĕшĕ пĕр ком- байнпа ĕçлеççĕ. Е.Кисамеевпа С.Ельцов тырра лафетсемпе кушăхтарма çулаççĕ. Комбайнсем патĕнчен йĕтем çине тырă турттарса тăнă çĕрте В.Камкин водитель тăрăшуллă. Йĕтем пирки асăнтăмăр пулсан, кунта М.Трофимов _ чăн-чăн хуçа. Ĕç ветеранĕ çирĕп дисциплина туса хунă. Н.Пашкинпа В.Кузьмин машинистсем хăйсене шанса панă ĕçе тỹрĕ кăмăлтан пурнăçлаççĕ. Михаил Васильевич йĕтем çинче ĕçлекен хĕрарăмсене те мухтаса асăнчĕ. Хиртен килнĕ тырра çийĕнчех тасатса кĕлете кĕртеççĕ. Комбайнсем хыççăн юлакан улăма пухса урана хываççĕ. Ура купаланă çĕрте А.Ельцов механизатор хастар ĕçлет. 550 гектар çинче çитĕнтернĕ тыр-пул "Шанс" ОООра. Кĕр тыррисемпе пăрçана тирпейлĕ пуçтарса кĕртнĕ. Урпа та темиçе гектар çеç юлнă. Вăтам тухăç хальлĕхе _ гектар пуçне 20 центнер ытла. В.Еремеев директор "ура çинче" 260 гектар çурхи тулă "ларнине" пĕлтерчĕ. Çанталăк уяртсан мĕнпур вăя тулă уйне куçарĕç. Сисĕнмесĕрех кĕр аки те çитсе тăчĕ. Хальлĕхе 160 гектар çĕр хатĕр. П.Кузьминпа Ю.Кудряшов механизаторсем БДТ-3 агрегатсене çумăрлă çанталăкра та ĕçлеттереççĕ. А.Пашкин механизатор виçĕ сеялкăллă агрегатне акана хатĕрленĕ, команда пуласса çеç кĕтет. В. Еремеев директор каланă тăрăх, вăрлăха имçамласа кăна, минераллă удобренисемпе пĕрле акĕç. Кĕр тыррисем кăçалхинчен ытларах лаптăк _ 200 гектар йышăнĕç. Вăрлăхсем хатĕр, паха. Вырмара вăй хуракансене кунне икĕ хутчен вĕри апат çитереççĕ. Хакĕ питĕ йỹнĕ _ пилĕк тенкĕ çеç. Çĕр ĕçченĕсем хăйсемшĕн тăрăшнăшăн савăнаççĕ, тата та ытларах вăй хума хавхалану илеççĕ.