Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

НАЦИ ПРОЕКЧĔ ХУШМА ХУÇАЛĂХА АТАЛАНТАРМА ПУЛĂШАТЬ

"Агропромышленноç комплексĕн аталанăвĕ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн килти хушма хуçалăхсене аталантарма çăмăллăхлă кредит парасси районта малалла пырать. Пирĕн корреспондент Шăмăршă районĕнчи ял аталанăвне пулăшакан фонд директорĕпе Н.В.ЕГОРОВПА тĕл пулса калаçнă, унран халăха çăмăллăхлă кредит парасси мĕнле пыни çинчен каласа пама ыйтнă. _ "АПК" аталанăвĕ" наци проекчĕ тăрăх килти хушма хуçалăхсене аталантарма çăмăллăхлă кредит пама тытăннăранпа нумай та вăхăт иртмерĕ-ха _ çур çул ытларах çеç, апла пулин те çак кредита пирĕн районта кăна 253 çын илме ĕлкĕрчĕ, - терĕ Н.В.Егоров. _ Çав шутра "Россельхозбанк" урлă 101 çын 14 миллион та 333 пин тенкĕ, Раççей Перекет банкĕ урлă 152 çын 18 миллион та 640 пин тенкĕ кредит илнĕ. _ Кредит илес текенсем тата та пур-и? _ "Россельхозбанкăн" Чăваш регионĕнчи уйрăмĕнче тата 25 заявлени (2 миллион та 500 пин тенкĕ илме), Перекет банкĕнче 50 заявлени (7 миллион тенкĕ илме) черет кĕтсе выртаççĕ. Çынсем кредита выльăх-чĕрлĕх валли витесем, ытти хуралтăсем тума, техника, выльăх-чĕрлĕх туянма тата ытти тĕллевпе илеççĕ. 2006 çулхи июлĕн 27-мĕшĕнчен вара, "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, хушма хуçалăхсене аталантарма паракан çăмăллăхлă кредитпа хăвачĕпе 100 лаша вăйĕ таран трактор тата тулли масси 3,5 тоннăран ытла мар груз турттармалли автомашина туянма юрать. Çавăн пекех 5 çул таран усă курма паракан асăннă çăмăллăхлă кредитпа килти хуçалăх валли газ оборудованийĕ илме тата газ сечĕпе çыхăнтарнăшăн тỹленĕ çĕрте усă курма ирĕк параççĕ. Ялсенче пулнă чух çакă савăнтарать: çăмăллăхлă кредит илнĕ харсăр çынсем чунтан тăрăшса хăйсен хушма хуçалăхĕсене аталантараççĕ, выльăх-чĕрлĕх ытларах ĕрчетсе çемье бюджетне пуянлатаççĕ. Юлашки вăхăтра ялсенче выльăх-чĕрлĕх йышĕ палăрмаллах ỹсрĕ, çитес çул ял кĕтĕвĕсем татах та пысăкланасса шанас килет.



"Шăмăршă хыпарĕ"
23 августа 2006
00:00
Поделиться