Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ырă улшăнусем - куç умĕнчех

Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров ЧР Патшалăх Канашне янă Çырура 2006 çулта васкавлă медицина пулăшăвĕн ĕçне тĕпрен лайăхлатмалли, автопаркпа медицина оборудованине çĕнетсе улăштармалли пирки каласа хăварнăччĕ. Президент палăртни республикăра пурнăçа кĕрсе пынине эпир халĕ хамăр районти ырă улшăнусенче те куратпăр. Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕнчи Наци проектне пурнăçласа, кăçал июнь уйăхĕнче районти тĕп больницăн васкавлă пулăшу уйрăмне ГАЗель маркăллă 2 автомашина уйăрса панă. Вĕсенчен кашниех 371 пин тенкĕ тăрать. Кунсăр пуçне, Пĕтĕм тĕнчери банк проекчĕн шайĕнчи пĕтĕм Раççейри конкурс кăтартăвĕсем тăрăх укçа-тенкĕ явăçтарса тата 2 васкавлă медпулăшу автомашини килнĕ. Вĕсем _ УАЗ маркăллисем, кашнийĕн хакĕ 311 пин тенкĕпе танлашать. Тĕп больницăн хĕрарăмсен консультацийĕн кабинетне 228 пин тенкĕ тăракан кольпоскоппа тивĕçтернĕ. Хĕрарăмсен чирĕсене тупса палăртас, вĕсене çийĕнчех сиплеме пуçăнас ĕçре çĕнĕ аппарат сисĕмлĕ пулăшу парĕ. Сиплев учрежденийĕ çавăн пекех Германире, Италире туса кăларнă 100-шер пин тенкĕ тăракан 4 электрокардиографи аппарачĕпе тата лабораторире анализсем тумалли аппаратсен хаклă комплекчĕпе те пуянланнă. Ноябрь-декабрь уйăхĕсенче çĕнĕ рентген аппаратне те кỹрсе килме шантараççĕ. _ Больница автопаркне тĕпрен çĕнетме, учреждение çĕнĕ медицина оборудованийĕпе тивĕçтерме пулăшнăшăн эпир республика тата район руководителĕсене чĕререн тухакан тав сăмахĕсем калатпăр, - терĕ район больницин тĕп врачĕ О.И.Львов. _ Ырă пулăмсем, паллах, сиплев ĕçĕн пахалăхне ỹстерме май парĕç. "Çемье медицинин службине ĕçе кĕртнĕ май, çынсене кỹрекен амбулатори пулăшăвĕн калăпăшĕ палăрмаллах ỹсрĕ, врачсен паха пулăшăвĕ ялсенче пурăнакансем тата ĕçлекенсем патне май пур таран çывхарчĕ", - палăртнă Президент ЧР Патшалăх Канашне янă Çырура. Ырă улшăнусене эпир хамăр районти çемье медицинин ĕçĕ-хĕлĕнче те асăрхатпăр. Шăмăршăри (çемье врачĕсем О.В.Полковниковапа Е. Н.Мандрюкова), Палтиелĕнчи (Н.П.Яковлев), Анат Чаткасри (Н.Д.Ильина), Пăчăрлă Пашьелĕнчи (С.В.Кудряшов) тата Чукалти çемье тухтăрĕн офисĕсем ял çыннисене вырăнтах сиплес тĕлĕшпе курăмлă вăй пулса тăчĕç. Офиссене опытлă медицина кадрĕсемпе çирĕплетнĕ (хальлĕхе Чукалти офисра кăна яланхи врач çук-ха). Ялсенче çакнашкал учрежденисем уçăлни чирлĕ çынсемшĕн, инвалидсемшĕн тата ватăсемшĕн уйрăмах меллĕ. Вĕсене район больницине килме йывăртарах. Чирсене, уйрăмах инфекциллисене, пуçламăш тапхăртах асăрхаса, вĕсене вăхăтра сиплес, прививка тата профилактика мероприятийĕсем ирттерес, чирлĕ çынсен, пĕчĕк пепкесен сывлăхне тимлес, инвалидсене, ветерансене тỹлевсĕр эмелпе ти-вĕçтерес ĕçре те вĕсен пĕлтерĕшĕ пысăк.



"Шăмăршă хыпарĕ"
23 августа 2006
00:00
Поделиться