ВЕТЕРАНСЕМ КАНĂÇА ПĔЛМЕÇÇĔ
Шăмăршă районĕнчи ветерансен организацийĕ 30 пуçламăш организацие пĕрлештерсе тăрать. Организацире 46 вăрçă участникĕпе 33 вăрçă инваличĕ, 1170 тыл ĕçченĕ, 40 салтак арăмĕ, 2271 ĕç ветеранĕ учетра тăрать. Ветерансен организацийĕ вăй çитнĕ таран Тăван çĕршыва усă кỹме тăрăшать, çамрăксем хушшинче çарпа патриотизм ĕçне активлă илсе пырать. Виçĕ комисси те _ организаципе методика ĕçĕн (ертỹçи Ф.П.Кузнецова), медицина тивĕçтерĕвĕн (Е.В.Долгова) тата çарпа патриотизм ĕçĕн (В.К.Захаров) комиссийĕсем _ план тăрăх ĕçлеççĕ. Çулталăк хушшинче тăватă хутчен президиум ларăвне, кашни пуçламăш организацирех 2-3 пуху ирттернĕ. Ветерансем килти хушма хуçалăхĕсенче выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал, чăх-чĕп усраççĕ, хăйсенчен ытлашши ял хуçалăх продукчĕсене сутаççĕ. "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕ районта ăнăçлă пурнăçланса пынинче ветерансен тỹпи те пысăк. Районта ветерансен сывлăхĕшĕн мĕнле тăрăшнине, вĕсем çăмăллăхсемпе туллин усă курнине çирĕп тĕрĕслесе тăратпăр. Ку тĕлĕшпе район администрацийĕнчи организацилле ĕçсен кабинетĕнче кашни шăмат кунах, 9 сехетрен пуçласа 11 сехетчен, йышăну йĕркелетпĕр. Ветерансене харпăр-хăйне хумхантаракан ыйтусемпе пирĕн пата çак кабинета килме сĕнетпĕр. Хаçатра вырăн панипе усă курса, эпĕ районти мĕнпур ветерана çирĕп сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр сунатăп. Вăй пур чух ĕçлеме тăрăшăр, ĕç вăл _ пурнăç илемĕ, çынна пурăнма хавхалану кỹрекенĕ.