Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Уяр кун ылтăн пек хаклă

Август уйăхĕнчи çанталăк уяр кунсемпе савăнтарсах каймарĕ. Хĕрсе тырă вырмалла чух кунĕ-кунĕпех упа сурчăкĕ пек çумăр пĕрĕхрĕ, çĕр ĕçченне пăшăрхантарчĕ. Акă, тинех çанталăк хăйĕн "картне" ларчĕ темелле: эрне хĕвеллĕ ирпе пуçланчĕ те, уяр кунсем малалла тăсăлаççĕ. Турă пулăшсан, хамăр тăрăшсан, вырма ĕçĕсене йĕркеллех вĕçлĕпĕр-ха. Вырма вăхăтĕнче журналистсемшĕн те канăç çук. Паянхи тĕрленчĕксем те уй-хиртех çуралчĕç. 1. Ашшĕсемпе ывăлĕсем ПАТИРЕК хирĕсене ылтăн тĕс çапнă. Сакăрçĕр гектар ытла лаптăк çинчи тыр-пула пуçтарса кĕртмелле "Искра" кооперативăн. Хальлĕхе кĕр тыррисемпе сĕлĕ уйĕсем пушаннă. _ Кĕрхи тулă гектартан 28-шар центнер тухрĕ, - пĕлтерчĕ пире кооператив председателĕ М.Хамдеев. _ Ыраш тухăçĕ пĕчĕкрех, çавăнпа та кăçал вăрлăха улăштарма шутларăмăр. Эпир урпа уйне çул тытрăмăр. А.Багаутдиновпа А.Матвеев тырра жаткăсемпе кушăхтарма çулаççĕ. Каç енне кунта В.Скворцовпа Ю.Балянин комбайнерсен экипажĕсем çитĕç. "Ашшĕсемпе ывăлĕсем _ чи шанчăклă комбайнерсем", - терĕ М.Хамдеев председатель. Юрий Александрович Балянинăн ĕç стажĕ _ çирĕм пилĕк çул. Пиллĕкмĕш çул "Дон" комбайнпа ĕçлет. Афган вăрçин ветеранĕ ĕçре çирĕп дисциплинăпа палăрса тăрать. Тăваттăмĕш çул ашшĕпе пĕрле ывăлĕ _ Дима тыр-пул пуçтарса кĕртет. Вăл _ Чăваш патшалăх педуниверститечĕн студенчĕ, пулас математик. Владимир Иванович Скворцов вара вăтăр тăватă çул каяллах комбайн çине ларнă. Тăван хуçалăхра çеç мар, районта та малта пыракан механизатор. Ывăлĕ _ Андрей та ашшĕ çулĕпех кайнă. Кăçал вăл Шăмăршăри механизаторсем хатĕрлекен курсран вĕренсе тухнă. Вырма хыççăнах ашшĕпе пĕрле трактор çине ларĕ, суха тума пуçлĕ. Владимир Ивановичăн тетĕшĕ _ Михаил Иванович _ çур ĕмĕре яхăн тракторпа ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Вырма вăхăтĕнче килте ларма пултарайман: утмăл тăххăрти М.И. Скворцов паян гусеницăллă тракторпа улăм пуçтарса купалакан звенора тăрăшать. Вырма ĕçĕсенче А.Мурзабаев, Р.Алеев механизаторсем, Р.Хамдеев, Г.Алеев, К.Ялалтдинов шоферсем, ытти хастар çынсем чун-чĕререн тăрăшаççĕ. Вĕсене пуçăма тайса тав тăвас килет. 2. Чаткасра та ĕç хĕрỹ ЮНАШАРТИ хуçалăхра _ "Восход" СХПКра та вырма ĕçĕсем кал-кал пулса пыраççĕ. Н.Краснов, В. Бакланов, А.Юнкеров, В.Курносов комбайнерсем кĕрхи тулăпа ыраша тата сĕлле пуçтарса кĕртнĕ ĕнтĕ. Черетре _ çурхи тулăпа урпа. Тырра кушăхтарма çулнă çĕрте П.Воробьевпа А.Бакланов тата Ю.Юнкеров механизаторсем тăрăшуллă. Комбайнсем патĕнчен йĕтем çине тырă турттаракансенчен В.Исаевпа В.Кузьмин водительсене лайăхпа çеç палăртмалла. В.Мутов ЗИЛ-ММЗ автомашинăпа хире апат тата техника çĕмĕрĕлес пулсан запас пайсем илсе пырать. А.Козлов водитель бензовоза юсавлă ĕçлеттерет. Хуçалăх кĕр тыррисем акма хатĕрпе пĕрех. В.Бурановпа Н.Степанов çĕр хатĕрленĕ çĕрте Т-150 тракторсене тухăçлă ĕçлеттереççĕ. Çак эрнере В.Козлов виçĕ сеялкăллă агрегатпа ыраш акма тухĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
19 августа 2006
00:00
Поделиться