Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Шăмăршă районĕнчи тавра-пĕлỹçĕсен пĕрлĕхĕн ертỹçи

Маска тăхăнса çаратма кĕнĕ 2006 çулхи мартăн 28-мĕшĕнче Кивĕ Чукалти пенсионерсем - Ларионовсем _ çывăрма хатĕрленнĕ пулнă ĕнтĕ. Çĕрле 10 сехетре пăлтăр алăкне такам хыттăн шаккани вĕсене питĕ тĕлĕнтернĕ. Хăйсен ывăлĕ Василий килнĕ пулĕ тесе шутласа, пенсионерка алăка уçма тухнă (унăн мăшăрĕ - инвалид, йывăр чирпе нушаланаканскер, вырăн çинчен тăраймасть). Алăка питĕрекен çекĕле вĕçертнĕ-вĕçертмен пỹрте маскăсем тăхăннă икĕ арçын вирхĕнсе кĕнĕ. Пуçĕсене футболкăсем уртса янăскерсем, вĕсем карчăка пỹртĕн кайри пỹлĕмĕн кĕтесне хĕстерсе хунă. Çỹллĕреххи çĕçĕ кăларса Ларионован карланки тĕлне çĕçĕ тытнă, вĕлерессипе хăратса, унран укçа ыйтнă. Вăл хăйĕн ирсĕр сăмахĕсене вырăсла каланă, тепри вара, пĕчĕкреххи, чăвашла куçарса пынă. Ватă хĕрарăм, сехри хăпнăскер, хыттăн кăшкăрма, çынсене пулăшăва чĕнме тытăннă. Маскăллă арçынсем хăйсене преступлени вырăнĕнчех тытасран хăраса, тỹрех тухса тарнă. Пỹртрен тухас умĕн пулни-иртни пирки никама та шарлама хушман. Анчах та çакнашкал йывăр преступление пытарса хăварма май çук. Йĕрке хуралçисем часах хĕрỹ шырава пуçăннă, çак ирсĕр ĕçе Кивĕ Чукалти çул çитмен çамрăксем _ Александр Лубошновпа Юрий Кириллов тунине тĕпчесе пĕлнĕ, вĕсене арестленĕ. Çак уголовнăй ĕçе питĕ тĕплĕн тишкерсе тухнă, материалсене суда тăратнă. Александр Лубошнова (следстви тĕпчевĕсем вĕçленнĕ тĕле вăл 18 çул тултарнă пулнă ĕнтĕ), РФ УКĕн 162 статйин 3-мĕш пайĕпе килĕшỹллĕн, 3 çуллăха пĕтĕмĕшле режимлă колоние, 15 çулти Юрий Кириллова 3 çуллăха воспитани колонине ямалла тунă. Кам пĕлет, çак йывăр преступление вĕсем телевизорпа пĕр вĕçсĕр кăтартакан "боевиксем" хыççăн та тума пултарнă. Пỹрте кĕрсенех яшсем "Это ограбление!" тесе кăшкăрса яни те çак шухăша çирĕплетет. Кунта, паллах, ашшĕ-амăшĕсене те ырă сĕнỹ парса хăварас килет. Чылай яшсем, çамрăксем çаратупа, перкелешỹпе çыхăннă телефильмсем курма кăмăллаççĕ. Кунашкал фильмсен сценарийĕсене писательсем пуçран шутласа кăларса çырнине, режиссерсем хăйсен фантазийĕпе сюжета тата ытларах çивĕчлетнине ашшĕ-амăшĕсен ачасене час-часах ăнлантармалла. Кинора кăтартни пĕтĕмпех пурнăç чăнлăхĕпе çыхăнман. Унта кăтартнине пурнăçра сăнласа пама хăтланни темиçе çуллăха йĕплĕ пралуклă çурта пурăнма куçасси патне илсе пыни пирки тĕплĕн каласа памалла. А.ПЕТЬКОВ, районти шалти ĕçсен пайĕн следователĕ. Пăшална авăрла, сунарçă Вĕçен кайăксене тытмалли сунар сезонĕ те çитрĕ. Кăçал вăл августăн 19-мĕшĕнче, шăмат кун ирпе ирех уçăлать. Çак кунран пуçласа сунарçăсем шывра ишекен, шурлăхра тата хирте пурăнакан вĕçен кайăксене, ăсанпа пăчăрсене, карăпчаксене (вальдшнеп) тытма юрать. Патшалăхăн резерв фондĕнчи сунар хуçалăхĕсенче пĕр сунарçăн талăкра икшер ăсанпа пăчăртан ытла персе тытма юрамасть. Ытти сунар вĕçен кайăкĕсем пирки талăкри нормăсене палăртман. Хăрушсăрлăх техникин правилисене тĕпе хурса, хирте тата шурлăхра пурăнакан вĕçен кайăксене тытнă çĕрте икĕ сунарçă пĕр йытăпа усă курма пултараççĕ. Сунар йыттисене малтан уртаракан чиртен вакцинаци тутармалла. Сунарçăсен вара çумра сунарçă билечĕ, шалти ĕçсен пайĕ пăшал усрама ирĕк пани çинчен калакан документ тата лицензи пулмалла. Сунар сезонĕ вăхăтĕнче ула кураксене, сунар хуçалăхĕнче тĕл пулакан килсĕр йытăсемпе кушаксене те пеме юрать. Чи кирли _ сунарта хăрушсăрлăх техникин правилисене пăхăнни. Телейлĕ сунар сире, сунарçăсем!



"Шăмăршă хыпарĕ"
19 августа 2006
00:00
Поделиться