ПАТШАЛĂХ ЯЛАВĔ _ ÇĔРШЫВ МĂНАÇЛĂХĔ
Августăн 22-мĕшĕнче _ ытлари кун _ пирĕн çĕршывра Раççей Федерацийĕн Ялавĕн кунне паллă тăваççĕ. Шурă-кăвак-хĕрлĕ тĕслĕ ялав патшалăх символĕ пулса тăрать, унăн историйĕ пуян та мухтавлă. Ялавăн кашни тĕсĕн хăйĕн пĕлтерĕшĕ пур. Шурă тĕс пархатарпа чапа, кăвакки _ шанчăклăхпа чыслăха, хĕрли хăюллăхпа юратăва пĕлтереççĕ. Истори страницисене уçсан, çакă паллă: шурă-кăвак-хĕрлĕ ялава 1705 çулхи январĕн 20-мĕшĕнче Пĕрремĕш Петĕр патша ятарлă Указпа çирĕплетнĕ. Ялава суту-илỹ карапĕсемпе пăрахутсем çине çакма хушнă. Пĕрремĕш Петĕр çирĕплетнĕ ялав 150 çула яхăн вырăс наци ялавĕ шутланнă, вăл Раççейĕн тинĕсри тата юхан шыври кашни карапĕ çинчех вĕлкĕшнĕ. Шурă-кăвак-хĕрлĕ ялава, вырăс нацийĕн символĕ тесе, 1856 çулта Парижра _ Крым вăрçи вĕçленнĕ ятпа мирлĕ килĕшỹ тунă чухне те çакнă. Çапах та чăннипех те Вырăс патшалăхĕн ялавĕ пулса тăриччен пайтах вăхăт иртнĕ-ха. Иккĕмĕш Александр патша хура-сарă-шурă ялав çирĕплетни те пулнă. 1883 çулхи апрелĕн 25-мĕшĕнче вара Виççĕмĕш Александр патша Раççейĕн пĕрлехи ялавĕ шурă-кăвак-хĕрлĕ тĕслĕ ялав тесе йышăннă. 1993 çулхи декабрĕн 11-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн пĕрремĕш Президенчĕ Б.Н.Ельцин "Раççей Федерацийĕн патшалăх ялавĕ çинчен" Указа тата "Раççей Федерацийĕн патшалăх ялавĕ çинчен калакан положение" алă пусса çирĕплетнĕ. Раççейĕн патшалăх ялавне ятарлă флагшток çинче çурт умĕнче е çурт çинче çĕклеççĕ. Ялава Патшалăх уявĕсенче е вырăнти пĕлтерĕшлĕ уявсенче чаплă лару-тăрура çĕклени кашни гражданинăн чун-чĕринче Тăван çĕршывпа мухтанмалли патриотизм туйăмĕ çуратмалла. Патшалăх ялавне çĕклесе, пирĕн çĕршыври спортсменсем ют çĕршывсенчи ăмăртусенче çĕнтернине те чыслаççĕ. Тĕнче тата Европа чемпионĕсем хушшинче пирĕн чăваш ывăл-хĕрĕсем те пурри чунтан савăнтарать. Вĕл! вĕлкĕш, ялав, пирĕн юратнă Раççейĕн чапĕпе мухтавĕ!