Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Медальпе чысланă

Професси уявĕ умĕн Шăмăршăри "Строитель" ООО генеральнăй директорĕ Н.Н.Быков Пĕтĕм тĕнчери "Çĕр çуллăх меценачĕсем" Ыр кăмăллăх Фондĕнчен саламлă телеграмма илчĕ. Унта Николай Никоновича çак Фондăн "Чыс тата усă кỹни" медалĕпе наградăлани çинчен пĕлтернĕ. Н.Н.Быков районти йывăр шăпаллă çынсене, кил-çурчĕ çунса кайнисене нумай хутчен пулăшнă, спорт мероприятийĕсем ирттерме те спонсор пулăшăвĕ панă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
19 августа 2006
00:00
Поделиться