Кандидатсене регистрациленĕ
Пĕр мандатлă 2-мĕш номерлĕ Патăрьел суйлав округĕн суйлав комиссийĕ хăйĕн августăн 16-мĕшĕнче пулса иртнĕ ларăвĕнче пĕр мандатлă Патăрьел суйлав округĕпе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулма тăратнă Дмитрий Петрович ДМИТРИЕВПА Николай Васильевич СЕЛИВАНОВ кандидатурисене регистрациленĕ. Д.П.ДМИТРИЕВ 1983 çулта çуралнă, "Роси-Ч" ООО директорĕ, Тăвай районĕнчи Çĕнĕ Ишпуç ялĕнче пурăнать. Д.П.Дмитриева "Раççей патриочĕсем" политика партийĕн Чăваш регионĕнчи уйрăмĕ кандидата тăратнă. Н.В.СЕЛИВАНОВ 1951 çулта çуралнă, "Вип Строй" ООО генеральнăй директорĕ, Патăрьелĕнче пурăнать. Н.В.Селиванова "Раççей Федерацийĕнчи Коммунистсен партийĕ" политика партийĕн Чăваш регионĕнчи уйрăмĕ кандидата тăратнă.