Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Хуплашки - илемлĕ, "тĕшши" - тулли

ТĂВАН тавралăха тĕпчесе çырнă кашни паха ĕç, Шăмăршă районĕн историне тĕплĕн çутатакан кашни статья чун-чĕрене пуянлатать, ăс-тăна ĕçлеттерет. А.И.Ухтияровăн "Родимый край _ село родное" кĕнеки пичетленсе тухнăранпа 10 çул çитсен, район çыннисене А.И. Гармонщиков таврапĕлỹçĕ "Бичурга-Баишево. Очерки из истории села Бичурга-Баишево Шемуршинского района Чувашской Республики" кĕнекипе савăнтарчĕ. Çак илемлĕ хуплашкаллă, Шупашкарти "Новое время" издательство типографийĕнче пичетленĕ самаях хулăн кĕнекене алран ямасăр, чунтан хавхаланса вуласа тухрăм. Шăмăршă районĕнче Александр Иванович Гармонщиков ятне аван пĕлеççĕ. Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, хĕрĕх çула яхăн Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкулта ĕçленĕ Александр Иванович тивĕçлĕ канăва тухнăранпах ял историне тĕпчет. Вăл тăрăшнипех ялти шкулта краеведени музейне йĕркеленĕ, пуян материал пуçтарнă. Халĕ кĕнеке патнех таврăнар-ха. Ултă пысăк пайран тăрать вăл _ "Пăчăрлă çырми хĕрринчи ял", "Ял учительсемпе мухтанать", "Халăх сывлăхĕн хуралĕнче", "Ялти суту-илỹ", "Культурăпа çутĕç учрежденийĕсем, почта тата çыхăну", "Сăр тăрăхĕнчи вăрман пуянлăхĕ" ятлăскерсенчен. "Пăчăрлă Пашьелĕнче пурăнакансем Патăрьел районĕнчи Пăлапуç-Пашьелне "Тĕп Пашьел" теççĕ, - вулатпăр эпир кĕнекере. _ Сыпăкран сыпăка пыракан халап Пăчăрлă Пашьел пуçланса кайнине çапла ăнлантарать. Пăлапуç Пашьелĕнчи 13 çемье çĕнĕ вырăн шырама тухса каяççĕ. Сĕм, халиччен çын ури пусман вăрман витĕр хире тухаççĕ, çын çỹллĕш хумханса ларакан курăк çине нумайччен, тĕлĕнсе пăхса тăраççĕ. Килсе чарăннă вырăна çĕнĕ ял тума килĕшеççĕ. Ял вырăнне вăрман хĕрринчен 3 çухрăмри пĕчĕк юханшыв хĕррине суйласа илеççĕ (халĕ ку вырăна Ломка теççĕ). Ку юханшыв тăрăхĕнче "пăчăр" ятлă вĕçен кайăк нумай пулнă. Вара юханшывне Пăчăрлă тенĕ, ял ятне Пăчăрлă Пашьел теме килĕшеççĕ", - çапла каласа панă А.И.Гармонщикова 1960 çулта ялти чи ватă çынсенчен пĕри пулнă Т.А.Базаров. В.Д.Дмитриев академик Тутарстанри Патшалăх архивĕнче шыраса тупнă документран Пăчăрлă Пашьел ялне 1635 çулта никĕслени паллă. А.И.Гармонщиков тĕрлĕ ар- хивсенче пуçтарнă нумай документпа ял историйĕнчи уйрăмах паллă событисене анлă çутатса парать. 1927 çултанпа паян кунччен ял пуçлăхĕнче ĕçленисен хушамачĕсене те шыраса тупнă, колхоз председателĕнче кам-кам ĕçлени те паллă. Пăчăрлă Пашьелĕнчи колхоз ячĕ улшăнсах тăнă: "Красная Нива", Калинин ячĕпе хисепленекен, "Рассвет", "Аврора"... Чи вăрах ĕçленĕ председатель (1960-1972 çулсем) _ В.Г.Шикин. Кĕнекере ĕçре палăрнă, Тăван çĕршыв орден-медалĕсене тивĕç пулнă çынсене те хисеплĕ вырăн панă. Ял хăйĕн çыннисемпе мухтавлă. Кĕнекере çак ялта çуралнă, халĕ тĕрлĕ çĕрте вăй хуракан çынсем çинчен пуян содержаниллĕ очерксем пичетленнĕ. Кам пĕлмест-ши Чăваш Енре Владимир Федорович Ермолаев бизнесмен ятне? Нумай-нумай ырă ĕçпе, çынсене таса чунтан пулăшнипе палăрнă пирĕн ентеш. Владимир Федорович Пăчăрлă Пашьел чиркĕвне тума та укçа-тенкĕ панă, тăван шкула юсама та пулăшнă. А.И.Гармонщиков Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, награăсене тивĕçнĕ паттăрсене те ятран асăннă. Шкул историйĕпе çыхăннă очерксем те интереслĕ пулса тухнă. 1889 çулта уçăлнăскер, вăл кăçал 117 çул тултарать. Чăн малтанхи учитель Анат Чаткас çынни П.М.Михайлов пулнă. Ăна Пăчăрлă Пашьел шкулĕнче ĕçлеме Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн директорĕ И.Я.Яковлев хăй янă. А.И.Гармонщиков шкулта ĕçленĕ пур учитель ятне те тупса палăртни _ çав тери пархатарлă ĕç. Шкул выпускникĕсем çинчен те автор пуян материал пуçтарнă. Пăчăрлă Пашьелĕнчи участок больницин историне тĕпчесе çырнине те пысăк хак парас килет. Çавăн пекех ялти пур учреждени çинчен те тĕплĕн çырса кăтартма тăрăшнă автор. Пăчăрлă Пашьел лесничествин историйĕ çинчен те çăмăл чĕлхепе, ăнланмалла каласа панă. Акă, кĕнекен юлашки страницине хупрăм. Çывăх тăванран уйрăлнă пекех туйăнчĕ. Кĕнекене хатĕрлекене, тăван ялшăн çав тери пысăк ĕç тунă А.И.Гармонщикова чунтан тав тăвас килчĕ. "История села Бичурга-Баишево" кĕнекепе вулакансем ял библиотекисенче паллашма пултараççĕ. Вуласа тухăр, авторне ăшă сăмахпа тав тума та ан манăр. А.И.Гармонщикова манăн тĕпчев ĕçне малалла та тăсма сĕнес килет.



"Шăмăршă хыпарĕ"
19 августа 2006
00:00
Поделиться